Ĕç – пурнăç илемĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019, 10:26 Просмотров: 469

Ĕçтешсемпе аслă ăрурисен хастарлăхĕ, тăрăшулăхĕ, виçесĕр тÿсĕмлĕхĕ пирки калаçса ларатпăр. Обществăлла корреспондент Нина Парамонова пирĕн пата çитрĕ те калаçăва хутшăнчĕ. «Мачамăшри Суня аки мĕнле пурăнать-ши; Салам калăр-ха ăна манран. Вăл питĕ маттур, ĕçчен хĕрарăм»,– терĕ Нина Михайловна.

Салама хуçи патне çитертĕм. Суня аки – Зоя Константиновна Порфирьева – хĕпĕртесе кайрĕ. Хăй çуралса ÿснĕ Малтикас Ялтăра ялĕнче пурăнакансем ырăпа аса илнине мĕн çиттĕр;

Зоя Константиновна пурнăç тути-масине пур енчен те астивнĕ.  Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ. Сивви-ăшшине те, выççи-туттине  те курнă. Çемьере чи кĕçĕнни пулсан та ачашланса ларман, кил-тĕрĕшре те тимленĕ, тăван колхозра та  вăй хунă. Ашшĕ-амăшĕн ятне яман.  Çывăх çыннисен хĕрĕшĕн нихăçан та пит хĕретме тивмен. Ашшĕне  ялта «Константин» мар, «Çтеккин» тенĕ. Çавна май% «Çтеккин хĕрĕ пит правур»,– тенĕ çынсем.

 12 çулти Зоя алла çава тытса хĕвел тухнă-тухманах аслисемпе тан çаран çулма кайнă.  Пуç çĕклемесĕр çум çумланă. Авăн вăхăчĕ çитсен кĕлтесем туса йăтнă, молотилкăпа тырă çапнă. Фронтри салтаксем валли çăкăр-тăвар çителĕклĕ пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Çитĕнерехпе лаша кÿлнĕ те вăрмана вут-шанкă хатĕрлеме кайнă. Ут-урхамахпа тырă та турттарнă.

– Лашана тулли лава тăвалла туртма  питĕ йывăрччĕ. Çавăнпа ăна пулăшас тесе хамăрăн хура тара ÿкмеллеччĕ, мĕнпур вăйран лава хыçран тĕкмеллеччĕ, – аса илчĕ кинеми.

Зоя шкулта тăрăшса пĕлÿ пухнă. Кив кĕнеке, хаçат çине çырса уроксене хатĕрленнĕ. Пуçламăш шкултан Мухтав грамотипе вĕренсе тухнă. Шел пулин те, 9-мĕш класра ăс пухнă чухне чирлесе кайнăран пĕлÿ çуртĕнче вĕренме пăрахать. Сывалса çитсенех ÿркенмен хĕр  тÿрех колхоз ĕçне кÿлĕнет.

Ăнса пулнă тырă уй-хире илем кĕртет, ĕçчен ывăл-хĕр яла чап кÿрет. Малтикас Ялтăрара тăрăшуллă хĕрсем пурăннине Мачамăшри каччă, Николай  Порфирьев, аван пĕлнĕ. Вăл нар пек питлĕ пикене пĕрре курсах савать. 1954 çулта çамрăксем пĕр çемье çавăраççĕ, Мачамăшра тĕпленеççĕ. Ывăлпа хĕре кун çути парнелеççĕ.

Палăртмалла, Зоя ача чухнех  Мачамăша тăван ашшĕпе çитсе курнă.   Урине сеялка каçса кайнăран ашшĕ хытах уксахланă, çавăнпа Мачамăшри халăх сиплевçинчен пулăшу ыйтма килнĕ. Зоя пулас мăшăрĕн килĕ умĕпе  те иртнĕ иккен, ун  чухне чÿречисем хуплашкаллă пулнишĕн тĕлĕннĕ, каялла çаврăна-çаврăна пăхнă.  Тата çурт умĕнчи мăн пĕве ăна сип-симĕс пулнипе тыткăнланă.

– Мачамăшра 60 çул ытла пурăнатăп, анчах паянхи кун та пĕве çулла ÿсен-тăранпа витĕнни тĕлĕнтерет,– пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ. – Симĕс кавир тейĕн . 

Зоя Порфирьева мăшăрĕпе республикипех ят-сум çĕнсе илнĕ «Правда» колхозра тăрăшнă. Пĕр ĕçе те тиркемен. Силос, кăшман траншейисене лачкам тара ÿксе чавнă. Уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă чух та хастарлăх кăтартнă. Зоя Константиновна тĕрлĕ çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «9-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăсене тата ытти наградăсене илме тивĕçнĕ.

Зоя Константиновна мăшăрĕпе пĕрле капмар çурт лартма ĕмĕтленнĕ. Инкек куçа курăнса килмест. Упăшки вăхăтсăр çĕре кĕрет. Çамрăк хĕрарăма йывăр килет. Çапах та вăл мĕнпур вăя пухса ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çиттĕр тесе тăрăшать. Кирпĕч çурта хăпартса лартатех.

Зоя Порфирьева тивĕçлĕ канăва кайсан  тата 6 çул сысна ферминче ĕçленĕ, çамрăксене тĕслĕх кăтартнă. 1996 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

89 çулти кинеми кил хуçалăхĕнчи ĕçре вăр-вар. Çулла уттине те пуçтарать, çумкурăкне те çумлать, пахчаçимĕç те шăварать, чăххи-чĕппине те пăхать. Çăм арласа чăлха-нуски çыхма та вăхăт тупать.

– Ахаль ларсан хама алсăр-урасăр çын пекех туятăп, – терĕ Зоя Константиновна. –  Ĕç вăл пурнăç илемĕ пулнине паянхи кун та асра тытса пурăнатăп. Тепĕр тесен, ĕçлени ĕмĕре  вăрăмлатма та пулăшать.  Аттепе анне те акă 86 çула çити пурăнчĕç. Кукамайпа пĕртăваннин хĕрĕ 100 çулхи юбилее паллă тума пултарчĕ.

Ĕç ветеранĕ пурнăç таппипе тан пыма тăрăшать. Телевизор пăхать, радио итлет. Район, республика хаçачĕсене те алăран ямасть.

Зоя Порфирьеван 6 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук. Шăпăрлансене сахал мар утьăкка сиктернĕ, пăхса-асăрхаса тăнă. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем ăна   юратса  «мамак» тесе чĕнеççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Хальхи вăхăтра Ĕç ветеранĕ аслă мăнукĕн Кольăн  çемйипе пурăнать.

Ыран, нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче,  Зоя Константиновнăн кил-çурчĕ хаваслă шăв-шавпа тулĕ. Ветерана 90 çулхи юбилейпе саламлама çывăх çыннисем, тăванĕ-пĕтенĕ  йышлăн пуçтарăнĕç.

Елена ТИКИНЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика