Культура ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019, 10:27 Просмотров: 375

Ĕнер Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн культура министрĕ Владимир Мединский пулнă.

Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ федераци министрне регионта культура тытăмĕ епле аталанса пыни çинчен каласа панă. Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче 2019 çулта республикăра культурăна аталантарма 2,6 млрд тенкĕ уйăрнине хыпарланă. Кăтарту лайăх, пĕлтĕрхинчен 4,4 процент пысăкрах, тенĕ вăл.

Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин çу уйăхĕнче алă пусса çирĕплетнĕ Указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе культура пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçи 2012 çултан пуçласа 2,6 хут хăпарнине каланă, ку кăтарту 2018 çулта 24 326 тенкĕне çитнине асăннă.

«2016–2018 çулсенче ялсенче çĕнĕ 12 клуб уçнă. 15 кинозал ĕçлеме тытăннă. Пĕтĕмпе республикăри 143 культура учрежденийĕсене тĕпрен юсанă. Федераци центрĕн хаклавĕ тăрăх, Чăваш енри культура сфери ыттисемпе танлаштарсан хисеплĕ 11-мĕш вырăнта тăрать. Халăх кăмăллă, учрежденисене хаваспах çÿрет», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Кăçал «Вырăнти культура çурчĕ» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн объектсене тĕпрен юсама тата модернизацилеме 828,6 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2019 çулта çĕнĕ 6 клуб уçма плана кĕртнĕ, 3 кинозал хута яма, 52 учрежденине модернизацилеме тĕллев лартнă.

Республика ертÿçи Владимир Мединскине «Этническая Чувашия» проекта пурнăçа кĕртме витĕм кÿнĕшĕн тав тунă. Уçă калаçу вăхăтĕнче ертÿçĕсем ытти актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.

Владимир Мединский Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассине тĕпе хурса йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ.

Чăваш Республикинче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май, СССР космонавт-летчикĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексне, К. В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне тата ытти учрежденисене çитсе килнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика