Хăрушлăх чакмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:18 Просмотров: 597

Пушарсем тĕлĕшĕнчен çулталăк ра-йоншăн ăнăçсăр пуçланчĕ. Эрнесерен – инкек çинчен çĕнĕ хы-пар. Çак кунсенче, акă, тепĕр виççĕ çырăннă. Çапла ку таранччен пушарсен шучĕ 11-е çитнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтарту – 6.

Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 8-мĕшĕ умĕнхи каçхине Калининăра çурт веранди тивсе илнĕ. Веранда çуннипе пĕрлех тулаш стенасем, чартакпа кухня сиенленнĕ. Ку тĕслĕхпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсем чĕлĕм туртнă чух асăрханулăх çинчен маннăран çулăм тухма пултарнине кăтартаççĕ.

«Çавăн пекех юнкун ирех Иртеменкассинче «хĕрлĕ автан» шар кăтартнă. Пĕр кил хуçалăхра 2 сехетре йывăç мунча хыпса илнĕ, çулăм ăна тĕппипех юрăхсăра кăларнă. Пушар сăлтавĕсем пĕр-пĕринчен тухаççĕ: кăмакана хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса вырнаçтарманни те, хутнă чух ытлашши хĕртни те.

Çулăм алхаснипе çыхăннă тепĕр тĕслĕх çав кунах каçхине Вăрнарта пулнă. Уйрăм лавкка котельнăйĕнче çулăм тухнă. Тĕрĕслев пырать», – пĕлтерчĕ асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика