«Санары» агрофирмăн – çĕнĕ ертÿçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:19 Просмотров: 317

Ытларикун «Санары» агрофирмăра отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие «Август» компанин представителĕ Андрей Сечин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов хутшăннă.

Аграри предприятийĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕсем пирки Роберт Петров ертÿçĕ каласа панă. «Санары» агрофирма – паха вăрлăх ĕрчетекен хуçалăхсенчен пĕри. Пĕлтĕр ака-суха ĕçĕсене 1279 гектар çинче пурнăçланă, тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 668 гектар йышăннă. Тыррăн вăтам тухăçĕ 37,5 центнерпа танлашнă. Ку кăтартупа «Санары» агрофирма районти аграрисем хушшинче мала тухнă.

– Ресурса перекетлекен технологипе усă курни, тăпра пулăхлăхĕшĕн тăрăшни паха «çимĕç» парать, – тенĕ Роберт Игнатьевич.

Хуçалăх мехпаркне çĕнетсех тăраççĕ. Юлашки икĕ çулта ăна 12 млн ытла тенкĕлĕх техника илсе пуянлатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Петров ертсе пыракан агрофирма ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланă.

Гендиректор пухура хăйĕн полномочисене пăрахăçлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл ĕç коллективне хăйне нумай çул ертÿçĕре тимлеме шаннăшăн чĕререн тав тунă. Яваплă вырăнта ĕçлеме пухура çĕнĕ директор суйланă. Вăл – агрофирма директорĕн заместителĕнче тăрăшнă Андрей Петров.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика