Вăрнар йĕлтĕрçисем – чи вăйлисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:20 Просмотров: 291

Виçĕмкун Вăрнар районĕн çамрăк йĕлтĕрçисем хăйсен çивĕчлĕхне – республикăра чи вăйлисем пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Хальхинче – Чăваш ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн шкул ачисем хушшинче пыракан спартакиада йĕркипе иртнĕ республика ăмăртăвĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче. Чупу Канаш районĕнчи «Космонавт» сывлăх лагерĕнче пулнă. Вăрнар район спортсменĕсем темиçе ушкăнра та çĕнтерÿ пьедесталĕ çине тăма тивĕçнĕ. Виçĕ километрлă дистанцире Мария Гусева кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 5 километрлă дистанцире пĕртăван Тикиневасем пысăк хăвăртлăх кăтартнă. Хăйсен ушкăнĕнче Анастасия 2-мĕш вырăн, Галинăпа Валентина 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Арçын ачасен результачĕсем те лайăх. Пилĕк километра Никита Семенов виççĕмĕш результатпа чупса тухнă. Вунă километрта хăйĕн ÿсĕмĕнче Роман Михайлова никам та хуса çитеймен. Пĕртăван Михаилпа Владимир Скворцовсем харпăр-хăй ушкăнĕнче кĕмĕл призерсем пулса тăнă.

Район чысне хÿтĕлекенĕсем – Хапăс тăрăхĕн çамрăкĕсем, Михаил Павлович Павловăн вĕренекенĕсем.

Пĕтĕмĕшле зачетра Вăрнар район йĕлтĕрçисем 694 очко пухнă, 1-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшĕнче – куславккасем, виççĕмĕшĕнче – канашсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика