Фестиваль çĕнтерÿçисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:28 Просмотров: 386

Ырă ят ĕмĕр пурăнать тени тĕрĕсех. Патăрьелсем, акă, хăйсен пултаруллă ентешне Юрий Куданова асăнса çулсерен «Манăн çамрăклăх юррисем» фестиваль-конкурс йĕркелеççĕ.

Вăрнарсем унта кăçал та хастар хутшăннă. «САЛАМ» вокал ансамблĕ (ертÿçи – Алина Евдокимова) хăй тĕллĕн юрлакан ушкăн пулин те, «Профессионалсем» категорире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Алина Евдокимова, Анна Васильева, Светлана Мальцева, Лилия Краснова, Галина Егорова «Мама моя» тата «Мосток» вырăс юррисене пуринчен ăста шăрантарнă.

Çавăн пекех фестиваль-конкурсра районти культура çурчĕн артисчĕсем Александр Васильев тата Дмитрий Иванов та палăрнă: уйрăм юрласа 3-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Дуэтпа вĕсем 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Юрий Куданов Вăрнар районĕшĕн те ют мар. Вăл нумай çул пирĕн тăрăхра, унтан Шупашкарта йĕрке хуралĕн тытăмĕнче тăрăшнă. Шел, çичĕ çул каялла ун пурнăçĕ Чечен Республикине служба командировкине кайнă чухне Моздокра татăлнă. Пурăннă чухне культурăпа яланах çывăх пулнă, баянпа ăста вылянă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика