Йĕрке хуралçисене хирĕç тăнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:29 Просмотров: 558

Вăрнар район прокуратури 27-ри тата 24-ри хĕрсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе патшалăх айăплавне йĕркелесе пынă.

Вĕсене РФ Уголовлă кодексĕн 318-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (должноç тивĕçĕсене пурнăçлакан влаç представителĕсене хирĕç пурнăçшăн е сывлăхшăн хăрушă мар вăйпа усă курнăшăн) айăпланă.

Çак икĕ хĕртен пĕрин пиччĕшне полици сотрудникĕсен РФ КоАП-ĕн 12.27-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе административлă явап тыттарма тивнĕ – çул-йĕр правилисене пăсса, çул çинчи авари вырăнне пăрахса кайнăшăн. Анчах хĕрсене йĕрке хуралçисен саккунлă ĕçĕсем кăмăла кайман. Ÿсĕрскерсем, водителе явапран хăтăлма пулăшас тесе, «Вурнарский» пайăн икĕ сотрудникне форма тумтирĕнчен тытса туртнă, тĕксе янă. Пĕринне пÿрнине суранлатнă, тепĕр сотрудникăнне сулахай аллине шăйăрттарнă.

Айăпланакан хĕрсем суд умĕнче хăйсен айăпне туллин йышăннă. Вăрнар район сучĕн приговорĕпе вĕсенчен кашнине 8 уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев вăхăчĕ – пĕр çул.

Йышăну хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика