Сывлăхпа спорт кунĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:30 Просмотров: 343

Шăматкун пĕтĕм республикăри пекех Вăрнар районĕнче те Сыв-лăхпа спорт кунĕ иртрĕ.

Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи вăрманта çак кун йĕлтĕрçĕсене чылай курма май пулчĕ. Чылайăшĕ кăмăла уçмалла, ÿт-пĕве пиçĕхтермелле ярăнчĕç.

Район администрацийĕнче ĕçлекенсем, хăшпĕр поселенисен представителĕсем вара йĕлтĕрпе чупассипе ГТО нормисене пурнăçларĕç, ÿсĕме кура тĕрлĕ километра тухрĕç.

Çак вăхăтра спорт комплексĕнче Уравăш каччине, шыв айĕпе ишекен «Курск» крейсер çинче вилнĕ Виктор Сидюхина асăнса 45 çултан аслăрах арçынсем хушшинче волейбол турнирĕ пычĕ. Мала тухассишĕн пилĕк команда тупăшрĕ. Вăл шутра – ертÿçĕсен команди те. Ун йышне район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та кĕчĕç. Çавăн пекех турнира Çавалкас, Вăрман Кипек, Уравăш тата Хирпуç, Канаш районĕнчи волейболистсем те хутшăнчĕç.

Хĕрÿ тупăшура чемпион ятне çавалкассем çĕнсе илчĕç. Уравăш команди 2-мĕш, Канаш хулин команди 3-мĕш вырăнсенче.

Турнира 2003 çултанпа Уравăш ял хастарĕ Александр Авакумов пуçарнипе йĕркелеççĕ.

Çавăн пекех çак кун пăр катокĕнче те тÿлевсĕр ярăнма май пулнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика