Ял çыннисемпе пĕрле пĕтĕмлетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:32 Просмотров: 361

Çак кунсенче Аçăмçырми ял поселенийĕнче те пĕлтĕрхи ĕç-хĕле отчетлă пухусенче пĕтĕмлетнĕ.

Чăрăшкас-хирлепсемпе пĕрлех авăрçырмисемпе, пайăксемпе тата йăлтăмсемпе, мăн-хирлепсемпе тĕл пулнă ĕçлĕ ушкăнра калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та хутшăннă. Аçăмçырминчи тата Юпшик Ялтăрари пухусенче вырăнти кăтартусене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов хакланă, Малтикас Ялтăрара – пай пуçлăхĕ Анатолий Иванов.

Пĕтĕмлетÿллĕ отчетпа паллаштарнă май, поселени администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Петров ку тăрăхри территорие хăтлăх кĕртессипе пурнăçланă мероприятисем пирки, бюджет тултарассипе çыхăннă тата ытти ыйтусем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Ял хуçалăхĕн, строительство кăтартăвĕсем, культурăпа спортри, ытти енри çитĕнÿсем те вырăн тупнă докладра.

Аçăмçырми шкулĕнче, акă, «Единая Россия» партин проекчĕ пулăшнипе спортзала тĕпрен юсама, çурт тăррин пайне улăштарма май килнĕ. Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче, Малтикас Ялтăрари тата Аçăмçырминчи клубсенче хăшпĕр çĕнетÿ ĕçне пурнăçлама вăй çитернĕ. Ялсен аталанăвĕшĕн, çынсен пурнăçне çăмăллатассишĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем шутĕнче çавăн пекех – пуçаруллă бюджет программипе Юпшик Ялтăрара, поселени укçи-тенкипе Авăрçырминче çулсене вĕт чул хурса хăтлăлатни те. Поселение кĕрекен çулсене юсасси кăçала палăртнă планра та пур. Пуçаруллă бюджет программипе республикăри конкурса хутшăнса икĕ проектпа субсидие тивĕçекенсен йышне кĕнĕ: юсав ĕçĕсем Аçăмçырминчи тата Мăн Хирлепри урамсенче иртмелле. Олег Петров йăлари хытă каяшсене илсе тухассине тивĕçтерме контейнер площадкисем вырнаçтарассипе çине тăрса ĕçленине каланă.

Тĕрĕссипе, ку ыйту паянхи кун ял çыннисене чи кăсăклантараканни, калаçтараканни. Çÿлерех асăннă тĕлпулусенче те кашнинчех ыйтусем çак çĕнĕ йĕркене сÿтсе явнинчен пуçланнă. Чылайăшĕ хăйсен кăмăлсăрлăхне пĕлтерсе, сăмахран, саккуна, ял çыннисен тÿлевĕ тĕлĕшпе улшăнусем кĕртмеллине палăртнă.

Тĕлпулăва хутшăннисен ыйтăвĕсене Пенси фончĕн, социаллă пулăшу паракан тата ытти службăсен представителĕсем те хуравланă. Пушар хуралĕн, полици пайĕн сотрудникĕсем вара вут-çулăм инкекĕсем, преступноç шайĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли, асăрханулăхпа тимлĕх пирки калаçнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика