Хисеплине пуç таяççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:33 Просмотров: 318

Шĕнер Ишек тăрăхĕнче мухтавлă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Иван Егорович Егоров. Нумаях пулмасть вăл 90 çулхи юбилее паллă тунă.

Иван Егоровича «Çĕнтерÿ çулне» вулакансем хастар обществăлла корреспондент пулнипе те аван пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл тĕрленчĕксемпе пĕрлех вырăнти çитменлĕхсем пирки те çивĕч статьясемпе тăтăш паллаштаратчĕ. Ыйтăвĕсем пĕтĕм район çыннисен проблемисене хускататчĕç.

Иван Егоров хăй пурăнакан территорие, района аталантарассине калама çук пысăк тÿпе хывнă. Вăл чылай çул Шĕнер Ишек ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче тимленĕ. Çавна май пурăнакан территорие хăтлăх кĕртессипе, çынсен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса парассипе нумай тăрăшнă.

Иван Егорович – çирĕп кăмăллă, дисциплинăна пăхăнакан çын. Çакă вăл вĕрентекенре тимленипе те çыхăннă. Вăл – РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Çавăн пекех вăл район потребкоопераци тытăмĕнче те тăрăшса, таса чунпа ĕçленĕ, яланах тĕслĕхлисен ретĕнче пулнă.

Вĕсем Варвара Григорьевна мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вăл пĕчченех пурăнать, ачисене, пилĕк мăнукĕпе тăватă кĕçĕн мăнукне пулăшать, вĕсенче пурнăç телейне тупать.

Иван Егорович сывлăха ÿпкелемест, кил хуçалăхне çирĕп тытса пырать. Районти, республикăри лару-тăрупа кăсăклансах тăрать.

Хисеплине çын курать, хирĕç пулсан пуç таять, теççĕ. Иван Егоровича та ял-йышра сума сăваççĕ, ăсĕшĕн хаклаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика