Тикиневсем – ГТО фестивалĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2019, 09:36 Просмотров: 489

Республика Пĕтĕм Раççейри «Отцовский патруль. «Мы ГоТОвы!» акцие хутшăнасси пирки çырнăччĕ.

Ун йĕркипе вырсарникун Шупашкарта ГТО нормисене пурнăçлассипе фестиваль йĕркеленĕ. Палăртмалла, унта ашшĕпе ачисем тупăшнă.

Участниксем валли тĕрлĕ упражненисем хатĕрленĕ: гимнастика сакĕ çинчен тÿрĕ урасемпе пĕшкĕнесси, çурăм çине выртса кĕлеткене çĕклесси тата вырăнтан тăршшĕне сикесси. Унсăр пуçне, ашшĕсем 16 килограмлă кире пуканне тĕртсе çĕкленĕ, арçын ачасем турник çинче туртăннă, хĕрачасем çĕртен тытса çĕкленнĕ.

ГТО фестивальне Мăньял Хапăсри Владимир Тикинев та хăйĕн Даниил ывăлĕпе хастар хутшăннă. Призлă вырăна лекеймен пулин те, тупăшура кăмăл çĕкленĕвне туйнине пĕлтерчĕ çемье пуçĕ.

Спортпа туслă çемьесене Чăваш ен физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаротов, ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина, ыттисем саламланă, пĕрлехи канăва сывă пурнăç йĕркипе туслашса йĕркеленĕшĕн тав тунă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика