Манăçа кăларма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:30 Просмотров: 463

Даманский утрав яланах Раççей çĕрĕ шутланнă. Ятне 1888 çулта, Инçет Хĕвелтухăçра чукун çул тăвассипе тăрăшнă вырăс инженерĕ Станислав Даманский вилнĕ хыççăн панă.

Мартăн 2-мĕшĕнче ку утрав çинче совет пограничникĕсем паттăрлăх кăтартнăранпа çур ĕмĕр çитет. Пĕлтĕрхи июньте Даманский утрав çинчи çапăçусене хутшăннă Совет Союзĕн Геройĕпе Юрий Бабанскийпе тĕл пулма тÿр килчĕ. Паттăр çар çынни пограничниксен хăюлăхне палăртрĕ, вĕсем хăйсен тивĕçне нимĕнле çивĕч лару-тăрура та манманнине каларĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн нумай япала асран тухать. Халĕ утрав Китай харпăрлăхĕнче, Даманский ята улăштарнă ĕнтĕ. Анчах пирĕн çĕршыв историне çырăнса юлнă паттăрсен ячĕсене манма юрамасть. Çур ĕмĕр иртнĕ тĕле, Даманский утрава хÿтĕлесе пуçĕсене хунă пограничниксене аса илсе, паттăрлăх кăтартнă мĕнпур çар çыннине чысласа, Мускавра «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрядсен слечĕ иртет. Шел, унта хутшăнма, çак хирĕçÿре паттăрлăх кăтартнă пограничниксемпе тĕл пулма май килмест.

Даманский утрав паттăрĕсене асăнса пилĕк çул каялла Калининăри вăтам шкулта районти «Çамрăк патриотсем» слета йĕркелерĕмĕр, унти хирĕçтăрусене хутшăннă кашни пограничника ятран асăнтăмăр.

Кăçал вара мартăн 2-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче республикăри пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсен слечĕ пулать. Пирĕн районтан унта Калинино шкулĕнчи Руслан Желудкин ячĕпе хисепленекен «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отряд тата Хапăс шкулĕнчи Алексей Евграфов ячĕпе хисепленекен отряд хутшăнма тивĕçрĕç.

Даманский утрав çинчи çапăçусенче хăюлăх кăтартнă салтаксем – çамрăксемшĕн Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентекен ырă тĕслĕх.

Юрий НИКИФОРОВ,

республикăри «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрядсен штабĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика