Тăкакне кура – явапĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:30 Просмотров: 429

Раççей Аслă сучĕн Пленумĕн 2012 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче палăртнă тăрăх, вăрмансене законодательствăна пăсса касни саккунсăр шутланать.

Сăмахран, вăрманти йывăç-тĕме ятарлă документсемсĕр (аренда килĕшĕвĕсĕр, вăрман пайĕпе тивĕçтернине ĕнентерекен йышăнусăр, вăрманпа усă курмалли проектсăр, суту-илÿ килĕшĕвĕсĕр)? ирĕк панинчен ытларах е йывăç тĕсне тата ÿсĕмне уямасăр, е палăртнă вырăнтан тухса касни. Явапне çакăн пек çирĕплетнĕ: штраф виçи граждансемшĕн – 3–4 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 20–40 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсемшĕн – 200–300 пин тенкĕ (РФ КоАП-ĕн 8.28-мĕш статйи).

Саккунсăр ĕçре механизмсемпе, автомотохатĕрсемпе тата техникăн ытти тĕсĕпе усă курсан штраф виçи ÿсет: 4–5 пин тенкĕ, 40–50 пин тенкĕ тата 300–500 пин тенкĕ. Кунсăр пуçне саккунсăр туса илнĕ вăрман продукцине туртса илеççĕ, административлă правăна пăсма «пулăшнă» орудие те конфискацилеме пултараççĕ. Штрафсăр пуçне тăкаксене те саплаштарма тивет.

Раççей Правительствин 1730-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, тăкак виçи йывăç хакĕн 50 ытла хутлă хакĕпе танлашать.

Енчен те саккунсăр майпа вăрман касса кÿнĕ тăкак 5 пин тенкĕрен иртсен уголовлă яваплăх пуçланать.

Вăрнар вăрман хуçалăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика