Мария Еланова: «Юрлани вăл – ăс-тăна, хăвна хăв аталантарни»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019, 09:34 Просмотров: 407

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çула Театр çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çавна май пирĕн штатра тăман корреспондент Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн прима-солисткипе, Чăваш халăх артисткипе, Раççей тава тивĕçлĕ артисткипе Мария Елановапа тĕл пулнă, ун пултарулăхĕ тавра калаçнă.

– Мария Ивановна, сирĕн творчество çулĕ епле хывăннă-ха?

– Эпĕ Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче йышлă, сакăр ачаллă, çемьере çуралнă. Атте хуткупăспа вылятчĕ, эпир аннепе юрлаттăмăр. Асатте кĕсле калатчĕ. Эпир, пилĕк аппăшĕ, музыкăна çемьере юратма тытăннă. Эпĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех ялти концертсенче юрлаттăм. Юрăç пулма ĕмĕтленнĕ.

Шкул хыççăн Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Агриппина Зосимовна Иванова çамрăк педагог патĕнче ăсталăха ÿстертĕм. Унтан – Чулхулари М.И.Глинка ячĕллĕ консерватори, аспирантура... Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче 1991 çулта юрлама тытăнтăм. Творчество çулĕнчи пĕрремĕш пысăк утăм – пĕтĕм тĕнчери Михайлов фестивалĕ (1992 ç.). Кун хыççăн нихăш опера форумĕнчен те юлман. Премьерăсене кашнине хутшăннă. Виçĕ çул каялла фестивальте Вердин «Аида» спектаклĕнчи Аидăн йывăр партине юрларăм.

– Пĕлнĕ тăрăх, эсир гастрольпе нумай çĕршыва çитнĕ...

– Çапла. 1998 çулта тăватă уйăх Австрире пулнă. Германире темиçе концерт йĕркеленĕ. Вена музыка салонĕнче вырăс халăх юррисемсĕр, Шуберт, Римский-Корсаков романсĕсемсĕр, Верди тата Донцетти арийĕсемсĕр пуçне чăвашсен «Укăлча умĕнче» юррине шăрантартăм. Публика чаплăн йышăнчĕ. Мана кунта Чăваш ен çинчен пĕлекенсем нумаййăн пулни тĕлĕнтерчĕ. Паллă писатель тата музыкант Рихтер хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.

Юрланипе пĕрлех эпĕ аталанма та вăхăт тупрăм. Виçĕ çул Штутгартри консерваторире, Венăри музыка академийĕнче мастер-курссенче пĕлĕве ÿстертĕм. Юрлас ăсталăха чех профессорĕ Ева Блахова патĕнче туптарăм. Опера искусствинче талантпа ăнăçусăр пуçне вĕренни пысăк вырăн йышăнать. Юрлани вăл – ăс-тăна тата хăвна хăв аталантарни.

Турцире, Кипрта, Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринчи Беллопанс мăнастирĕнче ăшшăн йышăнчĕç. Чехири Петер Дворской фестивалĕ асра юлчĕ. Прага оперин паллă солисчĕпе Дамир Басыровпа концерт патăмăр. Çавăн пекех чех шăпчăкĕпе Карел Готпа юрлама тÿр килчĕ.

Икĕ хут Испанире, çавăн пекех Валенсире, Сантьягора, Ла-Коруньере, Портура, Гвадалахарта, Лиссабонта, Азор утравĕнче иртнĕ концертсене хутшăннă. Пур çĕрте те залсем туп-тулли. Куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Уйрăмах Азор утравĕнче португалецсем «Вива Мария!» тесе кăшкăрни халĕ те асрах.

– Хăвăр сассăра мĕнле хаклатăр?

– Сасă – чи йывăр музыка инструменчĕ. Тĕп тĕсĕ – тембр. Эп лирикăпа колоратура тата драмăлла сопрано партийĕсене юрлатăп. Итали юрăçисем манăн вердилле сасă пулнине палăртатчĕç.

Эп вырăсла та, чăвашла та, нимĕçле те, итали тата франци чĕлхисемпе те юрлатăп. Тĕлĕнмелле, Австрире мана француженка тесе йышăнчĕç. Германире вара Австрирен терĕç.

Эпĕ туйăмпа юрлама, сăнар пурнăçĕпе «пурăнма» тăрăшатăп. Акă, «Травиатăри» Виолетта, пĕр ятлă оперăри Флория Тоска ролĕсене вылянă чух вĕсем мар, хам вилнĕн туятăп. Героиньăсене питĕ шел. Çакă куракан патне çитетех тулĕ тетĕп. Çакăнта ĕнтĕ – искусство асамлăхĕ.

– Хамăр çĕршывăн оперăн хăш çăлтăрĕпе юрлама тÿр килнĕ сире?

– Сцена çинче мана СССР халăх артисчĕсемпе Ирина Архиповапа, Владислав Пьявкопа, Зураб Соткилавăпа, Мария Биешупа, Борис Штоколовпа юрлама тÿр килнĕ. Çавăн пекех пĕрлехи партисемшĕн Америка тенорне Томас Хэмпсона, Дмитрий Башкиров пианиста, Виктор Третьяков скрипача, Мстислав Ростроповичпа Наталия Гутман виолончелистсене тав тăватăп.

– Юбилейлă творчество каçĕсене валли эсир мĕншĕн концерт программине мар, оперăна суйлатăр?

– Хамăн кашни творчество проектне чăн-чăн ÿнер произведенине çавăрма кăмăллатăп. Вĕсем этем туйăмĕсемпе пуян. 50 çулхи юбилейре Вердин «Дон Карлос» оперăри Елизавета Валуан партине юрларăм. Ăна Раççей театрĕсен сцени çинче сайра лартаççĕ. Ман тĕп партнер шутĕнче Санкт-Петербургри Мариинкăри чи вăйлă солист Август Амонов пулчĕ. Виçĕмçулхи юбилейлă творчество каçĕнче «Тоска» оперăри Тоска партине суйларăм. Ку – питĕ чаплă вокал материалĕ.

– Раççейри пысăк хуласен театр трупписене чĕннĕ. Европăри хăшпĕр çĕршывра нумай çуллăх контракт сĕннĕ, уйрăмах итальянецсем эсир юрланине итлесшĕн пулнă. Галина Вишневская Пысăк театра йыхравланă. Мĕншĕн килĕшмен эсир?

– Хăй вăхăтĕнче çемьери ыйтусене пула Италири концерта каяссине пăрахăçлама тиврĕ. Кайран вара çуралнă çĕртех юлас, Чăваш ен тата Раççей çыннисем валли юрлас терĕм. Ахăртнех, манăн творчество шăпи çавнашкал.

– Спектакльсене епле хатĕрленетĕр?

– Репетицисене театрта кăна ирттеретĕп. Килте кирек хăш вăхăтра та музыка инструменчĕ умне ларса пĕр-пĕр партие вĕренме пултаратăп. Ман килте нота библиотеки пур.

Сцена çине тухнă кун сахалрах çиме, калаçма, ытларах канма тăрăшатăп. Опера юрăçин профессийĕ йывăр, анчах кăмăллă ĕç. Эс яланах çын умĕнче, санăн куракан мĕн кĕтнине тÿрре кăлармалла.

– Пулăшăва мĕнре тупатăр-ха?

– Эпĕ Турра ĕненекен çын. Манăн тĕн наставникĕ – Виталий атте. Малтан вăл Шупашкарти Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ храмра, халĕ Мускавра Чертановăри Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ чиркÿре ĕçлет. Сцена çине тухиччен кашнинчех Турăран пиллĕх ыйтатăп. «Аве Мария» юррине час-часах юрлатăп. Çĕнĕ Шупашкарти храмра Каччинин, Бахăн, Гунон тĕн кĕввисене юрланă. Кунти соборта Илья аттепе туслă пулнине хаклатăп.

– Сирĕн асра юлмалли сăнарсем чылай. Анчах та мĕншĕн чăваш композиторĕсен оперисенче юрламан-ха?

– Эп нумай премьерăра юрланă. Чылай спектакле ман сасса кура лартнă. Мана кашни роль, вăл пĕчĕк пулин те, питĕ хаклă.

Чăваш композиторĕсен оперисенче юрламаншăн шеллетĕп. Манра, ахăртнех, урăх героиньăна курман. Хам та ыйтман. Паллах, Нарспи партине, «Шывармань» спектакльти Сарпи партине хаваспах шăрантарнă пулăттăм.

– Хăвăр çемьепе паллаштарсамăр.

– Пулас мăшăрпа, Сергейпа, эпĕ музыка училищинче паллашнă. Вăл час-часах чечексем парнелетчĕ. Çулталăкран пĕрлешрĕмĕр. Иксĕмĕр те Чулхулари консерваторие пĕтернĕ. Вăл та опера театрĕнче ĕçлет, анчах юрламасть. Саша ывăл музыка шкулне «пиллĕксемпе» пĕтерчĕ. Ман чи çирĕп критикчĕ. Шел, ун пурнăçĕ 19-та чухне сарăмсăр татăлчĕ. Вăл Чулхулари ют чĕлхесен патшалăх лингвистика университетĕнче вĕренетчĕ. Саша – яланах ман чĕрере.

Аппасем, пиччесем, ытти çывăх тăвансем пуррипе савăнатăп. Чи çывăх юлташ – Нина Хрисановна Зайцева. Вăл – тухтăр. Ачаранах пĕр-пĕрне пĕлетпĕр, çемьесемпе туслă. Пĕр сăмахпа, телее те, хуйха та çурмалла пайлатпăр.

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ

Григорий Васильев калаçнă.

Çĕнĕ Шупашкар.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика