ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Нумай вăй хумалла-ха...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2019 09:35 Просмотров: 122

Раççей Президенчĕ В.Путин иртнĕ уйăх вĕçĕнче Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче халăхшăн тăрăшасси, унăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине уйрăммăн палăртрĕ. Çакăншăн вырăнсенче те çине тăрса ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ.

Паллах, ку енĕпе пирĕн нумай вăй хумалла-ха. Çынсен кăмăлне хуçакан тĕслĕхсем сахал мар. Акă, çуркунне те çитрĕ. Юр ирĕлнĕ май Вăрнар поселокĕн урамĕсемпе çынсем мĕнле утса çÿресси мана халех хумхантарать. Тротуарсене хĕл каçипе тасатса тăман пирки юр-пăр хăшпĕр вырăнсенче çур метр таран купаланнă. Вăл пĕтĕмпех сĕлкĕше куçать. Çынсен сунара çÿремелли атăсем тăхăнмалла пулать-ши? Тракторпа тĕкнĕ хыççăн тротуар çине тухмалли вырăнсенче юр темĕн çÿллĕш купаланнă. Хăшпĕрисем, ытларах ватăсем, упаленсе хăпарнине те пĕрре мар курнă. Юр куписене картлашкалантарма укçа-тенкĕ те кирлĕ мар-çке. Сĕлкĕш пуçланиччен халăх йышлă çÿрекен тротуарсене тасатма ĕлкĕресчĕ.

Коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлекен «Экоцентр» организацин районти представителĕ поселокăн чукун çул леш енчи кĕтесне кайса тĕпленни те тĕрĕс мар тесе шутлатăп. Чи малтанах вăл инçе, питĕ мелсĕр вырăнта вырнаçнă. Поселокран кăна мар, районти ялсенчен килекенсен те хăрушлăх кăларса тăратакан чукун çул урлă каçса çÿремелле. Инкек-синкек сиксе ан тухтăрччĕ. Коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлекен представитель валли поселок варринче пĕр-пĕр кĕтес тупма пулатех ĕнтĕ. Çак ыйтăва тимлĕхе илесчĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе яваплă управляющи компанисен ĕçĕнче те çитменлĕхсем нумай. Акă, «Максимум» текен компани унччен коммуналлă хытă каяшсене илсе тухнăшăн хваттерсенчи тăваткал метрсене шута илсе тÿлеттернĕ. Анчах ку ĕçе ятарлă организаци пурнăçлама тытăннă хыççăн та «Максимум» пирĕнтен укçа сăптăрасшăн. Квитанцисенче палăртнă цифрăсене çынсем пурте тĕплĕн тишкерменнипе усă курасшăн-ши? Çапла, теприсем коммуналлă хытă каяшсемшĕн икĕ хут тÿлеме пултараççĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту пирки те каласа хăварасшăн. Конституцире медицина тÿлевсĕр тесе палăртнă. Анчах районти тĕп больницăн поликлиникинче, сăмахран, договор çырса укçа тÿленĕ хыççăн кăна врач-психиатр патне йышăнăва лекме пулать. Çак специалист патне эпĕ икĕ кун черетре тăтăм. Врач-кардиолог çукки те лайăх мар. Направленипе республика больницинчи кардиолог патне йышăнăва лекме 1,5–2 уйăх кĕтме тивет.

Анатолий ВАСИЛЬЕВ.

Вăрнар.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ