ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Нумай ачаллисене – удостоверенисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2019 08:56 Просмотров: 122

Чăваш ен Правительствин ларăвĕнче республикăри нумай ачаллă çемьесен регистрне тумалли тата нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем памалли йĕркесене çирĕплетесси çинчен постановлени проектне сÿтсе явнă.

Асăннă удостоверение 18 çул тултарман виçĕ е унран та ытларах ачана (усрава илнисене те шута кĕртеççĕ) воспитани парса ÿстерекен ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне (е ашшĕне, е амăшне)параççĕ. Ку документа йышлă çемье членĕсем пурте Раççей гражданĕсем пулсан тата çемье ялан Чăваш ен территорийĕнче пурăнсан тивĕçеççĕ. Удостоверени илнĕ çемьесене республикăри нумай ачаллă çемьесен регистрне кĕртеççĕ.

Удостоверение илме нумай ачаллă çемьесен вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне пымалла. Ку документа нумай ачаллисене кăçалхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пама тытăнаççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ