Каникул хыççăн – курăмлă çитĕнÿ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2017, 09:39 Просмотров: 736

– Çак çĕнтерĕве районăн 90 çулхи юбилейне халалларăмăр, – пĕлтерчĕ ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн ирĕклĕ кĕрешÿ тренерĕ Юрий Григорьевич Львов.

Вăрнар кĕрешÿçисем иртнĕ шăматкун Шупашкарта иртнĕ Чăваш ен первенствинче палăрнă. 23 хĕрпе каччăран 15-шĕ çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ.

Кристина Антонова (1-мĕш шкул), Екатерина Кошкина (Мăн Явăш) тата Анастасия Краснова (Санарпуç) ылтăн медальсене тивĕçнĕ.

Юлия Никитинан, Дмитрий Львовăн, Максим Уткинăн (1-мĕш шкул) кĕмĕл медальсем.

Алексей Тимофеев (Етруккасси Мăрат), Никита Александров (2-мĕш шкул), Милена Федорова, Настя Максимова (Вăрнар), Лариса Михайлова, Никита Никандров, Александра Волкова (Санарпуç), Ангелина Егорова (Хурăнсур Çармăс), Петр Ананьев (Малти Ишек) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çак курăмлă çитĕнÿре, паллах, тренерсен тÿпи пысăк. Сезонта вĕсен воспитанникĕсем чылай сумлă турнирăн пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçеççĕ. Ку çеç те мар, вăрнарсене олимп резервисен училищинче те хапăлласа йышăнаççĕ. Кăçал акă Юрий Львовăн, Виталий Трофимовăн вĕренекенĕсем – Катя Кошкина, Настя Максимова, Ангелина Егорова, Александра Волкова – Çĕнĕ Шупашкарти кунашкал профильлĕ вĕренÿ учрежденине вĕренме кĕнĕ.

Ку тренерсемсĕр пуçне Вăрнарти ачасемпе çамрăксен «Рассвет» спорт шкулĕн чысне çĕклекен преподавательсем тата виççĕн: Юрий Степановпа Александр Афанасьев нумаях пулмасть ĕçлеççĕ пулин те çамрăксене турнирсене ăста хатĕрлеççĕ.

Тепĕр тренер вара спорт шкулĕнче кăçалтан ĕçлеме тытăннă. Вăл Роман Львов. Маларах çамрăка пысăк турнирсен çĕнтерÿçисен йышĕнче кураттăмăр. Халĕ вăл кĕçĕннисенчен хăйĕн пекех паттăр спортсменсем çитĕнтересшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика