Çутă куншăн çунакан чĕре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2017, 09:39 Просмотров: 586

Çак кунсенче Çăкаллă  Явăш  ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çын – Учитель – Мария Яковлевна Яковлева 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унăн типтерлĕ кил-çурчĕ  2–3 кун çынсенчен татăлмарĕ. Ун патне хăнана вĕренекенĕсем, ачисем, мăнукĕсем, ял-йыш пуçтарăнчĕç. Çакăнтан  ырри, лайăххи мĕнех пултăр ĕнтĕ! Ку Мария Яковлевнăшăн, 43 çул шкулта вăй хунă педагогика ĕçченĕшĕн, калама çук пысăк телей.

Мария Яковлевна ку ялтах çуралнă. 1954 çулта Уйкас Юнтапари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1954–1957 çулсенче Канашри педагогика училищинче ăс-хакăл пухнă. Туçи Мăратри  7 çул вĕренмелли шкула вырнаçнă.  Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр, пĕлÿшĕн çунаканскер, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулма çул тытать. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет, Мăн Явăшри 8 çул вĕренмелли  шкулта ачасене пĕлÿ пама пуçлать. Çак вăхăтрах аслă пионервожатăй, ĕçпе кану лагерĕн воспитателĕ пулса нумай çул вăй хурать. Педагог тивĕçне пурнăçласа ачасене çирĕп чунлă, ăшă кăмăллă пулма, тăван çĕре, тăван халăха юратма вĕрентет. Литература кружокне йĕркелет. Кружока çÿрекен ачасене сăвă-калав  çырма вĕрентет. Ачасем алăпа çырса «Хунав» стена хаçачĕ кăларса тăнă.

Ĕçне кура – хисепĕ. Ачасене вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Мария Яковлевна  1987 çулта «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.

Лăпкă та сăпайлă, хастар та ĕçчен учитель пулни çинчен уява пухăннă хăнасен сăмахĕсем те çирĕплетсе параççĕ. «Пире тăван чăваш чĕлхипе литературине юратма вĕрентрĕ. Хăй  сăвă-калава юратнипе, илемлĕ вуланипе тыткăнлатчĕ. Уроксем хыççăн пирĕнпе нумай ĕçлетчĕ. «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенчи кашни çĕнĕ произведение ăмăртмалла вулаттăмăр», – аса илет Ирина Михайловна Яшина, пултаруллă педагог, Шупашкарти 40-мĕш номерлĕ шкул директорĕ. «Кашни сăмахне тимлĕн итлеттĕмĕр, темăна ăнланса юлма, вĕренмех тăрăшаттăмăр», – тет Мария Яковлевнăн тепĕр вĕренекенĕ, Байконур космодром ветеранĕ  Эрик Васильевич Васильев. Сĕтел хушшине пуçтарăннă хăнасене нумай çул Çĕрпÿ районĕнче колхоз председателĕнче ĕçленĕ Мария Михайловна Ершова сăмахĕсем уйрăмах килĕшрĕç. «Мария Яковлевна пултарман ĕç çук! – терĕ вăл. Хальхи пек астăватăп, чун юрлатчĕ унăн урокĕсенче. Кунсерен çĕннине, кирлине пĕлеттĕмĕр. Ача-пăча епле çитĕнесси, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси – пурте-пурте вĕрентекенрен килет, вĕрентекенпе çыхăннă. Таймапуç сире, Мария Яковлевна!»

Çапла, унăн вĕренекенĕсем  паян – ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, мухтава тивĕçлĕ учительсем,  врачсем, культура хастарĕсем… Пурне те каласа пĕтереймĕн.

«Ĕмĕрĕм ахаль иртмерĕ тесе шутлатăп, – терĕ педагог-ветеран пухăннă  хăнасене тав тунă май. Малашне те ачасене, çынсене усăллă пуласчĕ, алран ĕç пăрахас марччĕ». Ку сăмахсем чăна килнине вăл ял историйĕпе халĕ те кăсăкланни, унăн историне çырса пыни те çирĕплетет. Çулĕсем пур пулсан та алла усса лармасть Мария Яковлевна. Кил-çурчĕ хăтлă, таса. Кил-хушши тулли чăх-чĕп усрать.

Хĕрĕ, Надежда Петровна, амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. 30 çула яхăн Мăн Явăшри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. «Шкул лавне» туртма çăмăл маррине пĕлсе тăрсах  директорта 8-мĕш çул вăй хурать. Мария Яковлевнăн  мăнукĕсем те куç тулли, кĕçĕн мăнук та пур.

Тавтапуç, юратнă вĕрентекенĕмĕр! Эпир Сирĕнпе  мухтанатпăр, савăнатпăр. Эсир пирĕншĕн  яланах çутă маяк пек, шанчăклă çул кăтартакан пек хаклă. Пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх паракан аслă вĕрентекен.

Вĕренекенсем ячĕпе – Зоя КАЗАКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика