ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Парне вырăнне – концерт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019 14:59 Просмотров: 125

Хĕрарăмсен кунне уявлама Уравăшри халăх культура çурт-не пуçтарăнчĕ. Çак кун хуларан килнĕ хăнасем те нумай пулчĕç.

Хирпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Прокопьев саламларĕ. Концертра «Телей» тата «Телей пайăркисем» ушкăнсем çĕнĕ юрăсемпе, сăвăсемпе савăнтарчĕç. «Грация» ушкăн çамрăксен ташшисене парнелерĕ. Чи кĕçĕнни – 5 çулти Даша Аршуткина.

Кудровсен «Туслăх» çемье ушкăнĕ тăванлăх юрри шăрантарчĕ. Сцена çине пĕр çемьерен тăхăр çын тухса тăчĕ. Хĕрĕсем – Светлана, Вероника, Екатерина, кинĕсем – Наташăпа Оксана, мăнукĕсем – Катя, Мария, Матвей тата кĕçĕн мăнукĕ Даша. Ашшĕ-амăшĕсем пекех маттур Кудровсен хĕрĕсемпе мăнукĕсем. Кинĕсем те ĕçре те, уявра та пултаруллă.

Светлана Красновапа Люда Орлова Надежда Заводскован «Анне, мана ан ятла», Алина Федорова «Аппаçăм» юррисене чĕрене пырса тивмелле шăрантарчĕç.

Артистсем тумĕсене улăштарса тăхăннă вăхăтра ертсе пыракансем анекдотсем каласа ахăрттарчĕç. Халăх ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕ, юрлакан-ташлакансене чĕререн тав турĕ.

«Телей» ушкăнри хĕрарăмсене Тав хучĕсемпе, çамрăксене пылак çимĕçсемпе чысларĕç. Клуб ертÿçи Вероника Илларионова пултаруллă хĕрарăмсене вăхăт тупса кашни мероприятие хутшăннăшăн чĕререн тав турĕ, çавăн пекех вăл уява ирттерме пулăшнă Игорь Иванова тав сăмахĕсем каларĕ.

Уравăшсем Çăварние те хавас кăмăлпа ăсатрĕç.

Любовь Лукина.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ