Пурте килчĕç уява сивĕ хĕле ăсатма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:00 Просмотров: 717

Ĕлĕкхи йăлана тĕпе хурса пăртассем те Çăварни эрнине ăсатса яма йышлăн пухăнчĕç.

Ялти хастар çынсем илемлетнĕ Çăварни катемпийĕ хăйĕн патне ватти-вĕтти таранах пуçтарчĕ. Уява ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем хаваслă кăмăл-туйăмпа пуçларĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Петров тата ял депутачĕ Виталий Николаев уяв ячĕпе саламласа пухăннă ял-йыша спорт вăййисене хастар хутшăнса çитĕнÿсем тума сĕнчĕç. Мероприятие хатĕрлеме пулăшакансене – Н.Савельевана, О.Иванована, Ю.Шашкова, В.Викторова тав сăмахĕ каларĕç.

Пăртассем йĕлтĕрпе чупрĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, вĕрен туртрĕç, пăта çапса кĕртессипе тата вăрăм йĕлтĕр çинче виççĕн харăс тăрса чупассипе ăмăртрĕç, шашкăлла тата футболла вылярĕç.

Çав вăхăтрах пухăннă халăха Анжела Арсентьевапа Яна Иванова тĕрлĕ вăйă-кулăпа, конкурссемпе савăнтарчĕç, савăк кăмăл парнелерĕç. Марина Мокшина уява пухăннисене шашлăкпа, Надежда Леонтьева тата Ольга Лукина вĕри апатпа хăналарĕç. Тутлă та çуллă икерчĕпе вĕри чейне вара пухăннисенчен кашниех астивсе пăхрĕ.

Ольга Иванова хатĕрленĕ фотовырăн пурне те кăмăла кайрĕ, унта час-часах сăн ÿкерĕнчĕç. Спорт вăййисенчи çĕнтерÿçĕсене чысланă хыççăн Çăварни катемпийĕ тавралла вăйă картине тухрĕç пăртассем. Мĕнпур япăххи-усалли, чирĕ сив хĕл кунĕсемпе иртсе кайтăр, лайăххи те ырри çу кунĕсемпе килтĕр тесе Çăварни катемпине çунтарса хĕлпе сывпуллашрĕç. Уявпа кашниех кăмăллă юлчĕ.

Уйрăммăн Надеждăпа Михаил Леонтьевсене палăртса хăвармалла. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе яланах кăмăллă Пăртас халăхĕ. «Енчен те ял халăхĕ пирĕнпе пĕр шухăшлă пулман пулсан пирĕн ăнтăлупа пуçару пурнăçланаймĕччĕ», – терĕ Надежда Леонтьева ял-йыша тав тунă май.

Катемпие çунтарсан та ял çыннисем саланма васкамарĕç. Вĕсем мини-футболла вылярĕç: арçынсем хĕрарăмсене хирĕç. Туслăх çĕнтерчĕ.

Людмила АЛЕКСЕЕВА.

Лариса ВАСИЛЬЕВА.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика