ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Вăхăтра хатĕрленмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019 15:03 Просмотров: 164

Çурхи шывсене инкек-синкексĕр кăларса ярасси республикăра кунсеренхи тим-лĕхре. Çивĕчлĕхне кура, ыйтăва Чăваш ен Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен планеркăра та малти вырăна кăларнă, хатĕрленÿ ĕçĕсене тĕплĕн сÿтсе явнă.

ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хыпарланă тăрăх, тунтикун тĕлне юр çÿллĕшĕ 32–54 см енне, çакă нормăран 5–25 см çÿллĕрех. Çĕрĕн шăн сийĕн чиккисем 30–70 см тарăнăшĕнче иртеççĕ. «Çакă çурхи ейÿ вăйлă пуçланассине кăшт чарма, юр хăвăрт ирĕлнин сиенне «çемçетме» кирлĕ», – тенĕ Вениамин Петров.

Çурхи ейÿ вăхăтĕнче ытти çулсенчи пекех Сăр юханшывĕ чи пысăк хăрушлăх кăларма пултарать-мĕн. Улатăр хулинче, Пăла юханшывĕн шайĕ хăпарсан Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче, Кĕтне юханшывне пула Комсомольски тăрăхĕнче тата Кĕçĕн Çавал хăпарсан Çĕрпÿ районĕнче хăшпĕр вырăнсене шыв илес хăрушлăх пур.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурхи шывсен сиенне май пур таран чакарма тĕллевлĕ ĕçлеме хушнă.

Ейÿ тăкакĕсене тата çиелти шывсем вараланассине чакарассине, инженерлă сооруженисемпе экономика объекчĕсене, пурăнмалли çуртсене хÿтĕлессине районти комисси те тимлĕхрен кăлармасть. Кулленхи тĕрĕслевре – гидротехника сооруженийĕсен, плотинасен, шыв кăларакан тăрпасемпе кĕперсен хатĕрлĕхĕ. Çулсене пăхса тăракан организацисене те тăрпасене пăрпа юртан вăхăтра тасатма сĕннĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ