Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:09 Просмотров: 390

Пуш уйăхĕн 11–22-мĕшĕсенче Чăваш енре наркотиксене хирĕçле Пĕтĕм Раççейри акцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртет.

Унăн тĕллевĕ – халăха наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешме явăçтарасси, сиплев тата реабилитаци ыйтăвĕсемпе пулăшу парасси. Акци вăхăтĕнче çул çитменнисемпе çамрăксем йышлă пухăнакан вырăнсене тĕрĕслес, наркотиксемпе çыхăннă преступленисене тупса палăртас, çамрăксене наркотиксемпе «туслаштаракансене» уголовлă явап тыттарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, диагностика тата сиплев ыйтăвĕсемпе наркологи службин телефонĕсемпе шăнкăравласа консультаци илме пулать: Шупашкарта – 8(8352) 58-03-84 (талăкĕпех), ача-пăча уйрăмĕ 8(8352) 62-63-63 (8–19 сехетсенче), Çĕмĕрле хулинче – 8(83536)5-14-30, Çĕнĕ Шупашкарта – 8(8352) 73-29-83.

Районта пурăнакансем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ пирки 8(83537) 2-52-04, 2-50-02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика