Тимлĕхре – çивĕч ыйтусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:09 Просмотров: 451

Район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынипе коррупцие хирĕç тăрассипе тимлекен Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри – çĕр хутшăнăвĕсен тытăмĕнче коррупциллĕ пулăмсене асăрхаттарасси. Экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ муниципаллă пурлăхпа усă курассинче саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарассипе пурнăçланă ĕçпе пай пуçлăхĕ Светлана Шашкарова паллаштарнă. Сăмахран, пай специалисчĕсем поселенисене тухса вырăнта методика тата консультаци пулăшăвĕ кÿреççĕ. Тĕрĕслевсем те тăтăшах иртеççĕ, çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтерме мерăсем йышăнаççĕ.

Финанс пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Семенова пĕлтĕр вырăнти бюджета йĕркелес тата пурнăçлас тĕлĕшпе саккунлăха мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, финанс пайĕ 2018 çулта 11 тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсенче тупăннă çитменлĕхсене пĕтерме тата малашне асăрхаттарма хушса 8 представлени тăратнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика