ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çуркуннене ал парар!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019 15:10 Просмотров: 152

Авалтанах куçса пыракан Çăварни уявне вăрнарсем çулсеренех хаваслă ирттерме тăрăшаççĕ.

Кăçал массăллă уяв районти культурăпа кану паркĕнче сарăлчĕ. Халăх кăмăлне çĕклеме программăна тĕрлĕ енлĕ мероприяти кĕртнĕ. Шкул ачисем йĕлтĕр эстафетинче вăй виçрĕç. Футбол тусĕсене Çăварни турнирĕ кĕтрĕ. Вăй-хала тĕрĕслес текенсем армрестлингра, кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем валли концерт программи вăхăтĕнче те конкурссем пулчĕç. Хутăш эстафетăна, канат туртассине вăрнарсем хаваспах хутшăнчĕç.

Кăçалхи уявра поселокри вĕренÿ организацийĕсем те хастарлăх кăтартрĕç. «Ручеек», «Ромашка», «Рябинка» ача сачĕсен сĕтелĕсем апат-çимĕçпе йăтăнса кăна тăчĕç. Мĕн тĕрлĕ икерчĕпе хăналамарĕç пулĕ вĕсем уява пухăннисене: ашпа, тăпăрчăпа тултарнисене, пылпа, варенипе, хăймапа, вăлчапа сĕрнисене... Сăмаварĕсем вĕри чейпе пăсланчĕç.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсемпе преподавателĕсем юр катăкĕсенчен кÿлепесем ăсталанине пăхакансем чылаййăн пулчĕç. Вĕсен пултарулăхĕ-ĕçченлĕхĕ чăнахах тыткăнларĕ – ĕçĕ те кĕске вăхăтрах пурнăçланчĕ.

Ершепуç тăрăхĕн хастарĕсем – Лев Ливанов, Сергей Никитин, Дмитрий Петров – авалхи йăлана манма памарĕç. Илемлетнĕ лашасемпе кăмăл тăвакансене катаччи чуптарчĕç. Ачасен уява Мари Эл Республикинчен килсе çитнĕ понисем çине ларса та, çавăн пекех каретăпа ярăнма та май пулчĕ. Тĕрĕссипе, уявра шăпăрлансем валли аттракционсем чылай ĕçлерĕç.

Ытларахăшĕ, паллах, сцена умне пухăнчĕ. Районти культура çурчĕн артисчĕсем хатĕрленĕ пуян программăра вăйă-конкурссем, шÿтсем нумай пулчĕç. Вĕсем куракан кăмăлне çĕклеме пĕлни чăннипе савăнтарчĕ.

Ялсенчи культура ĕçченĕсем те аякра юлмарĕç – вăрнарсене хаваслă юрă-ташă парнелерĕç.

– Çитес çулччен ырлăх-сывлăхпа, телейпе юнашар çÿрер! Çутçанталăк чĕрĕлĕвĕпе пĕрле чунсене хаваслăх кĕртер. Çуркуннене ал парар! – сунчĕç пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов тата культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева.

Çак шухăшпах Çăварни катемпийĕ хĕрÿллĕн çунчĕ – пĕтĕм хурлăх-йывăрлăха çулăмра тĕп турĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ