Яваплă ĕçре пĕр-пĕрне ăнланса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2017, 09:40 Просмотров: 775

Ветеринари ĕçченĕсем куллен выльăх-чĕрлĕх сывлăхне упрассишĕн, вĕсене тĕрлĕ чир-чĕр ересрен хÿтĕлессишĕн тăрăшаççĕ. Иртнĕ эрнекун вĕсем ĕçрен вăхăтлăха уйрăлса çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа пĕрле пуçтарăнчĕç. Сăлтавĕ професси уявне паллă тăвасси пулса тăчĕ.

Пухăннисене малтанах районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Владимир Матвеев саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ. Вăл коллектив лайăх ĕçленине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра районта пĕр ветстанци, 5 ветлечебница, 5 ветеринари участокĕ тата пĕр ветеринари пункчĕ. Учреждени штатĕнче 46 единица, çав шутра 25 ветеринари врачĕ тата 12 ветеринари фельдшерĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем 49 процент, ятарлă вăтам пĕлÿ илнисем 51 процент. 2016 çулта Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн виçĕ çамрăк специалист районти ветеринари службине ĕçе вырнаçнă.

– Ветеринарсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ, выльăхсенчен юн илеççĕ, тĕрлĕрен чирсенчен прививка тăваççĕ, çавăн пекех аш-какайпа сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Куллен вăхăта пăхмасăр тăрăшнине пула выльăхсен сывлăхĕ упранать, – терĕ Владимир Николаевич.

2016 çулта районта ветеринари енĕпе профилактика меропрятийĕсене туллин пурнăçланă. Выльăхсен инфекциллĕ чирĕсене хирĕç 64539 тĕпчев тунă, 155 пин тăваткал метр лаптăка дезинфекциленĕ, выльăх витисене 74 пин тăваткал метр шуратнă.

Районта урнă чир сарăласран район администрацийĕ пулăшнипе тĕллевлĕ ĕçсем пулса пыраççĕ. Иртнĕ çулта хуçасăр 85 йытта тата 10 кушака тытнă, 22 тилĕпе 15 кашкăра персе пăрахнă. Кăçал хальлĕхе 147 тилĕне пăшалтан тивретнĕ.

Районти ветеринари станцийĕ ял хуçалăх предприятийĕсен выльăхсене кăна мар, уйрăм хуçалăхсене те тĕрĕслесе-сăнаса тăрать. Вăрнар тăрăхĕнче выльăхсен йышĕ ÿссе пынăран ветеринарсемшĕн ĕç чакмасть. 2016 çулта Калининăри ветеринари лечебницинче ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пункт уçăлнă. Паянхи кун районта кунашкал 12 пункт ĕçлет.  

– Районта выльăх-чĕрлĕх усрама пур услови те çителĕклĕ. Зооветеринари мероприятийĕсене лайăх пурнăçласа пыни выльăхсене хĕл ăнăçлă каçарма тата продуктивлăха ÿстерме май парать. Çавăнпа та сирĕн ĕçĕр пархатарлă, – палăртрĕ В.Матвеев.

Ветеринари ĕçченĕсене хастар та тăрăшуллă пулма сĕнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ветеринарсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

– Эсир чĕлхесĕр выльăхсене пулăшу паратăр, чирлесен сывататăр. ,не е пăру чирлерĕ-и, ял çыннисем тÿрех сирĕн пата васкаса пыраççĕ. Ветеринари врачĕ чăннипех те кирлĕ професси. Сирĕн хушăра пултаруллисем сахал мар. Яланах хăвăр суйласа илнĕ ĕçе чунтан юратăр, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхăр, – терĕ Леонид Григорьевич.

Вăл ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотине районти ветстанци ветеринари врачĕ Владимир Микеев, Çĕрпелти ветеринари участокĕн заведующийĕ Сергей Игнатьев, Чăваш енĕн патшалăх ветеринари службин Тав хутне районти ветстанци ветеринарĕ врачĕ Оксана Охотина, Пăртасри ветучасток заведующийĕ Алина Языкова, Хапăсри ветеринари участокĕн ветфельдшерĕ Алина Краснова тивĕçрĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотисене ветстанцин ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕн заведующине Марина Фирсована, 1-мĕш категориллĕ ветврача Владимир Павлова, Калининăри участок ветлечебницин водительне Владислав Аршуткина пачĕç.

Професси уявĕпе саламлакансем татах та пулчĕç: район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов. Вĕсем районти ветеринари ĕçченĕсем малашне те çитĕнÿсем тăвасса шаннине палăртрĕç, лайăх ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика