Çăмăлттайлăх хăрушлăх кăларать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2019, 09:42 Просмотров: 332

Эрехпе чĕлĕме пула пушарсем тухни, çынсем вилни сайра мар. Сăлтавĕ кунта питĕ ансат – çынсем çăмăлттайланса хăрушсăрлăх правилисене шута илменни.

Чĕлĕм туртнă чух асăрханулăха çухатнăран тухнă инкексем, акă, чи анлă сарăлнисен шутĕнче. Пурăнмалли çуртсенче, хваттерсенче, машинăсенче, обществăлла тата склад пÿлĕмĕсенче пулаççĕ вĕсем. Сăмахран, çунакан чĕлĕм тĕпĕ, пÿлĕмре пăрахнăскер, 20 минутран 3 сехетчен тĕлкĕшме пултарать. Каярахпа вара çулăм тивсе илет. Кун пек чухне çын çулăмра мар, тĕтĕм-сĕрĕме пула вилет – виçĕ-тăватă хутчен сывласа илни те çителĕклĕ. Çав вăхăтрах çуннă вырăн лаптăкĕпе пысăк та мар. Ытларах чухне инкекре ÿсĕрле чĕлĕм туртакансем айăплă.

Çулăмпа асăрханусăр усă куратăр-тăк, сирĕн кил-çурт, пурлăх хăрушлăхра, чи пĕлтерĕшли – сирĕн пурнăç. Инкек киле ан кĕтĕр тесен, çак ансат правилăсене асра тытмалла:

Вырăн çинче выртса е кресло çинче ларса чĕлĕм туртма юрамасть, уйрăмах – эрех ĕçнĕ-тĕк. Капла сисмесĕрех çывăрса кайма пулать. Чĕлĕме вăхăтра сÿнтермесен унран тумтир е сĕтел-пукан тивсе илес хăрушлăх пур.

Сÿнтернĕ сигарета та çунакан япаласем е хут тултарнă урнăна ан пăрахăр – хыпса илме пултарĕ.

Пепельница вырăнне хут тĕркемĕсемпе, шăрпăк е сигарет курупкисемпе усă курни те хăрушă.

Гаражра, машина тата хăвăрт тивсе илекен шĕвексем çывăхĕнче, туртма юрамасть.

Шăрпăк е сигарет ачасен аллине лекесрен сыхланмалла.

Енчен те пушар тухсан, «01» е «101» номерсемпе пушар хуралне васкавлăн шăнкăравламалла.

Хисеплĕ граждансем! Çулăмпа çăмăлттайланма кирлĕ мар, унсăрăн ÿкĕнмелле ан пултăр. Ан манăр: инкексене асăрхаттарасси хамăра мĕнле тытнинчен килет.

Алексей ПЕТРОВ,

асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика