Çамрăксене кĕтеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2019, 09:44 Просмотров: 343

Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пай Шалти ĕçсен министерствин вĕрентÿ организацийĕсене вĕренĕве илме кандидатсен суйлавĕ пуçланнине пĕлтерет. Хусанти юридици институтĕнче тата Чулхулари академире, акă, «Правăна сыхлас ĕç», Санкт-Петербургри университетра «Право сыхлавĕн сферинчи информаци технологийĕсен хăрушсăрлăхĕ» специальноçсене алла илме май пур. Çавăн пекех Елабугăри Суворов çар училищи те çула çитменнисене шалти ĕçсен органĕсенчи службăна тата ШĔМ-ĕн вĕрентÿ заведенийĕсене кĕме хатĕрлет. Унта 15 çултан аслă мар, 8 класс пĕтернĕ çамрăксене кĕтеççĕ.

Раççей ШĔМ-ĕн аслă шкулĕсене 25 çулчченхи, патшалăх чĕлхине пĕлекен, квалификаци требованийĕсене тивĕçтерекен, харпăр хăй тата ĕç пахалăхĕсемпе тата сывлăх енĕпе, ÿт-пÿ вăйĕпе служба тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр çамрăксене йышăнаççĕ. Кандидатсен экзаменсем тата конкурс суйлавĕ витĕр ÿсĕмлĕ тухмалла. Тĕрĕслевсем çинчен тулли информаципе полицин «Вурнарский» пайĕнче паллашма пулать.

Кĕрет майпа вĕренме кĕнисемпе шалти ĕçсен органĕсенче 5 çултан кая мар службăра тăмалли çинчен контракт çыраççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра курсантсене укçа-тенкĕпе тата форма тумтирĕпе тивĕçтереççĕ, çар службине каяссинчен хăтараççĕ. Укçа-тенкĕ тивĕçтерĕвĕ уйăхри окладран, звани окладĕнчен, стажшăн хушма тÿлеврен тăрать. Сотрудниксемпе тан социаллă çăмăллăхсемпе гарантисем те пур.

Раççей ШĔМ-ĕн вĕрентÿ организацийĕсенче пĕлÿ пухма кăмăл пуррисене полицин «Вурнарский» пайне (Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 23-мĕш «А» çурт. Çыхăнмалли телефон: 8(83537)2-58-25) килме ыйтатпăр. Çавăн пекех мĕнпур требованисене, мĕнле тĕрĕслевсем витĕр тухмаллине тĕплĕн ăнлантарĕç. Тулли информаци ку вĕрентÿ организацийĕсен официаллă сайчĕсенче те пур.

Лилия ЗАБИРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ шалти служба подполковникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика