Фитоэкспертиза мĕн тума кирлĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2019, 09:45 Просмотров: 410

Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, ÿсентăрансен 60 проценчĕ инфекциллĕ вăрлăха пула сиенленет. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ те самаях чакать.

Кашни çулах Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри филиалĕнче фитоэкспертиза тăваççĕ – ял хуçалăх культурисен вăрлăхне мĕнле инфекцисем ернине тĕрĕслеççĕ. Ятарлă лабораторинче вăрлăха шывра шăтарса ÿстереççĕ. Ун хыççăн микроскоппа е бинокулярпа пăхса ял хуçалăх культурисем çинче чир-чĕр пуррине тĕрĕслеççĕ, документ çырса параççĕ.

Мĕншĕн вăрлăхсене фитоэкспертиза тумалла; Пĕрремĕшĕнчен, вăл вăрлăх пахалăхне кăтартма пулăшать. Енчен те чир инфекцийĕсене нумай тупса палăртсан акмалли вăрлăх партине ылмаштарсан лайăхрах пулĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, фитоэкспертиза кăтартăвĕсем имçамламалли пахалăхлă препаратсем (протравительсем) суйласа илме пулăшаççĕ. Калăпăр, енчен те тĕштырă çинче вутпуççи (головневые) чирĕсене тупса палăртсан вара ятарлă мероприятисем ирттермелле.

Виççĕмĕшĕнчен – чир-чĕрсемпе кĕрешмелли препаратсем суйласа илнĕ чух укçа-тенкĕ перекетлесси ял хуçалăх ертÿçисене яланах шутлаттарать. Хальхи вăхăтра имçамламалли препаратсем сутакан организацисем нумай. Çавăнпа тимлĕ пулмалла – тĕрĕс протравительсем суйласа илес тесен специалистсемпе канашламалла. Енчен те вăрлăхри инфекцисем 20–25 процентран сахалтарах пулсан имçамламалли препаратсен дозине чакарма юрать. Кун пек чух биологи препарачĕсемпе те усă курма пулать.

Вăрлăха мĕнле чир-чĕр ернине кура ку биофунгицидсемпе уйрăммăн е хими препарачĕсене бакра хутăш туса имçамлама юрать. Биологи препарачĕсем тăпрари микрофлорăна лайăхлатаççĕ, нÿрĕк тăпрана лексен усăллă бактерисем ĕрчеççĕ, тымар таврашне чиртен сыхласа тăраççĕ, ÿсентăрана ÿсме пулăшаççĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри филиалĕнче ятарлă лабораторире «Ризоплан Ж» биофунгицид туса кăлараççĕ. Ку препарат септориоз, ризоктониоз, альтернариоз, фитофтороз, тутăх чирĕсемпе тата ытти инфекцисемпе пахалăхлă кĕрешме май парать. Вăл çынсемшĕн те сиенлĕ мар. Экологи енчен таса ял хуçалăх продукцине туса илме пулăшать.

Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен çурхи тĕштырă культурисене 4750 центнер тĕрĕсленĕ, фитоэкспертиза тунă.

Вутпуççи (пыльная и твердая головня) вăрлăхсенче çук. Енчен те 10–15 çул каялла çак амакпа тырă партийĕсен 20–30 проценчĕ сиенленнĕ-тĕк, юлашки вăхăтра протравительсемпе тĕрĕс усă курнине пула ку чир сахалланчĕ.

Гельминтоспориоз – тымар чирĕ. Питĕ «хаяр» чир шутланать, урпана час-часах ерет. Калăпăр, пусăçаврăнăшĕнче урпа хыççăн çак культурăнах аксан тымар чирĕ ĕрчесе каяс хăрушлăх пысăк. Чир лекнĕ ÿсентăранăн шăтаслăхĕ чакать, шăтса тухсан та айванланать, тырă начар ÿсет, тухăçлăхĕ 10–15 процент таранах пĕчĕкленме пултарать. Гельминтоспориоз малтанхи çулсемпе танлаштарсан сахалтарах, çурхи тулăсем çинче вăтамран 0,7 процент, урпа çинче 1,5 процент кăна тупса палăртнă. Альтернариоз вăтамран – 6–8 процент, септориоз – 5–7 процент, фузариоз – 0,3–0,4 процент, бактериоз – 1,2– 2 процент. Шел пулин те, пăнтăх чирне 45–50 процент таран тупса палăртнă. Кăтарту кашни çулах пысăк. Сăлтавĕ мĕн-ре-ха; Пÿлмене сарă тырăсемпе пĕрле лайăх пиçсе çитменнисем те, çумкурăк вăррисем те кĕреççĕ. Вăхăтра типĕтменрен тĕштырăсем нÿрелеççĕ, пăнтăх ертеççĕ.

Юлашки вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем уй-хирте имçамланă чухне протравительсемпе пĕрлех бакра хутăш туса пĕрчĕллĕ удобренисемпе пуян «ГуматÇ 7А» препаратпа анлă усă курма пуçларĕç.

Чăнах та, асăннă препарат ял хуçалăх культурисене микроэлементсемпе тивĕçтерет кăна мар, ÿсентăрана сивĕ, питĕ типĕ çанталăксене чăтса ирттерме, пысăк тухăç илме май парать.

Çавăн пекех имçамланă чухне бакра бактериллĕ азот тата фосфор удобренийĕсенчен хутăш туса усă курни меллĕ.

Бактериллĕ удобренисемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ, хуçалăха уйсене сапмалли азотпа фосфор удобренийĕсене 10–15 процент перекетлеме пулăшать, тăпрара ĕрчесе бактерисем микрофлорăна лайăхлатаççĕ.

Препаратсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен пирĕнтен сĕнÿ-канаш ыйтма пултаратăр. Адрес: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 22-мĕш «а» çурт. Т.: 2-54-54.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри филиалĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика