ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çитĕнÿре – кашнин тар пĕрчийĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2019 09:46 Просмотров: 162

Тислĕкпе, шĕвек-каяшпа тулса ларнă фермăсен ĕмĕрĕ иртрĕ ĕнтĕ. Нумай ял хуçалăх предприятийĕнче паян выльăх-чĕрлĕх хăтлă, ăшă, таса витесенче тăрать. Чи çĕнĕ йышшисенче вара – условисем тата чаплăрах. Ырă тĕслĕх шырама аякка кайма кирлĕ мар – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ĕне-выльăха, ытарлă каласан, курортри пекех усраççĕ.

Ĕçе юратакан хисепре

Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче тимлекенсем çеç мар, выльăхĕ те çынсене тарават.

Ĕне-пăрусем хăйсем патне час-часах ют çынсем килнине хăнăхнă ĕнтĕ – кунта ĕçлĕ тĕлпулусем, кăтартуллă семинарсем тăтăш иртеççĕ. Çывăхарах пырсан вĕсем вăрăм чĕлхипе çулласа илме те, сăмсипе ачашшăн сĕртĕнме те пултараççĕ.

Ĕнесене витесенче ирĕклĕ, анлă секцисенче тытаççĕ. Кунашкал условисем выльăхăн сывлăхĕ çине лайăх витĕм кÿнине, çавăн пекех механизаци ĕçне пурнăçлама çăмăлраххине палăртаççĕ специалистсем.

Выльăх тăракан вырăнсем таса. Навуса кăларассине автоматизациленĕ. Канализацисенчен вăл ятарлă лагунăна каять.

Ĕнесем тутлăхлă апата кăмăллăн кавленипе темччен киленме пулать. Кунран та ытларах – вĕсем массажра канлĕн ачашланнине пăхма. Комплексра ют çĕршывран килнĕ ку технологипе тахçанах усă кураççĕ. Çакă сăвăма ÿстерме, эппин, экономика кăтартăвĕсене çĕклеме, пулăшнине палăртаççĕ.

Массаж ĕнесене чăннипех килĕшет. Зал варрине вырнаçтарнă щетка-чесалка патне вĕсем пĕрин хыççăн тепри ăмăртмалла тенĕ пек пырса тăраççĕ. Выльăх тĕкĕнĕвне сисĕмлĕ автомат вăл мĕнле çаврăнса тăнă, çавăн майлă ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕнесем пуçĕсене тăсса канлĕн массаж авăрне путаççĕ.

Кашни витере хăйĕн пурнăçĕ. Пăрулаттармалли корпусри ĕнесем, пĕр сăмахсăрах, – чи тимлĕхрисем. Сывă пăру илесси – фермăри чи пĕлтерĕшлĕ самант.

Пĕр линире кунта тин пăруланă, тепринче пăрулама хатĕрленекен ĕнесем тăраççĕ. Тата тепринче – тин алла илнĕ пăрусем. Вĕсене, ку корпусрах çичĕ кун таран тытаканскерсене, Ирина Николаева пăхать, ачасене пăхнă пек пысăк тимлĕх уйăрать.

Çăмăлланнă ĕнесене те корпусра пĕр эрне тăратаççĕ, хыççăн сăвăм ушкăнне куçараççĕ. Унта вĕсене виçĕ уйăх таран кунне виçĕ хут сăваççĕ. Каярах ку выльăх пĕрлехи ушкăна пĕрлешет.

Сăмах май, кăçалхи икĕ уйăхра пĕтĕмпе 331 пăру илнĕ. Пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрта – 127.

Виçĕмçул уçăлнă витере чи çамрăк 250 пăру тăрать. Вĕсен ÿсĕмĕ-тĕрекленĕвĕшĕн тăваттăн яваплă: Любовь Васильева, Людмила Иванова, Светлана Иванова тата Василиса Ильина. Вĕсем сменăпа – икĕ кун сиктерсе икĕ кун ĕçлеççĕ.

Ачасем çеç мар, выльăх та ачашланма пĕлет. Любимица пăру акă хăйне пăхакансен сассине илтсенех хăйĕн картинчен чăлт-чалт сиксе тухать. Хуçисем хыççăнах çÿрет. Фотоаппарат вспышкинчен те хăрамарĕ вăл, хăюллăнах кадра кĕчĕ.

Çамрăк пăрусем патне хăйне евĕрлĕ техника – сĕт таксийĕ – кунне виçĕ хутчен килет. Ăслă савăтри сĕт яланах пĕр температурăпа тăрать, ятарлă механизм ăна кирлĕ чухне пăтратать. Пăрусене пастеризациленĕ сĕт кăна ĕçтереççĕ.

Кашнин хăлхи çинче – биркăсем, вĕсем тăрăх пăрусем хăçан çуралнине пĕлме май пур.

Чи кăсăкли – сăвăм тапхăрĕ. Пĕр вăхăтра çавăн чухлĕ ĕнене сума май çук, çавăнпа та кунта специалистсене механизаци пысăк пулăшу парать.

Хальхи йышши сăвăма кунти ĕнесем хăнăхнă ĕнтĕ. Ятарлă установка вырнаçтарнă зала вăхăтпа хăйсем тĕллĕнех кĕреççĕ. Харпăр хăй вырăнне черетпе пырса тăнине куратăн та, кунти выльăх мĕн тери дисциплинăллине ăнланатăн.

Дояркăсем çивĕч ĕçлеççĕ. Унсăрăн май та çук. Пĕр харăссăн 40 ĕне сумалла-çке вĕсен. Автоматизациленĕ линипе шыв килсе тăрать. Алăсене типĕтме рулонлă салфеткăсем çакăнса тăраççĕ. Сăвăм аппарачĕсене тăхăнтартиччен ĕне çиллисене тимлĕн çуса илеççĕ. Тепĕр партие кĕртиччен выльăх тăнă вырăна урайĕ-стени таранах çуса тасатаççĕ.

Настя Степанова, кунта вырнаçнăранпа пĕр çул кăна пулин те, вăр-вар ĕçлет. Юнашар ялтанах, Уйкас Ялтăраран, çÿрет вăл. Килĕнче виçĕ ача. Çавăнпа та хăйне валли çывăхрах ĕç тупăннăшăн çамрăк çав тери хĕпĕртет. Ун çемйинче те ÿркевлĕх валли вырăн çук – Степановсем килти хуçалăхра икĕ ĕне усраççĕ.

Унпа пĕр сменăра тимлекен Дина Нилова выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре çĕнĕ çын мар. Малтан вăл Çĕмĕрле районĕнче фермăра тăрăшнă. Халĕ виççĕмĕш çул – Малтикас Ялтăрари комплексра.

Ку сменăри тепĕр ĕçченĕн – Валентина Филиппован тăрăшулăхне те ырласа палăртаççĕ.

Дояркăсен ĕç кунĕ ирхи 5 сехетрен пуçланать. Смена тăватă кун ирпе, тăватă кун каçпа черетленет. Хыççăн – пĕр кану кунĕ. Çак условисемпе ĕçченсем питĕ кăмăллă. Çавăнпах та ĕçе кашни кунах хавхаланса килнине пĕлтереççĕ вĕсем.

Ĕнесен мăйкăчĕнчи паллăна пула счетчик-датчиксем урлă хăш ĕне мĕн чухлĕ сĕт антарни тÿрех компьютер çине каять. Елизавета Егоровапа Ирина Семенова учетчиксем сĕтĕн кăна мар, выльăхсен ÿтхушаслăхĕн тата ытти даннăйсене те электронлă майпа йĕркелесе пыраççĕ.

Людмила Васильева селекционер кашни выльăхăн йăх-тымарĕсене тĕпчет, ăратлăхне, амăшĕ мĕн чухлĕ сĕт панине, тынан сĕчĕ миçе литр пулма пултарнине тишкерет.

Коллективăн пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ пысăк. Талăкра пĕр ĕнерен вăтамран 17,7 килограмм сĕт суса илеççĕ. Пĕлтĕрхи икĕ уйăхра ку кăтарту 16,5 килограмм пулнă. Март уйăхĕччен пĕтĕмпе 1663 тонна сĕт суса илнĕ. 1574 тонна сутнă. Ку даннăйсем те пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăртинчен пысăкрах.

 

Татти-сыпписĕр курăмлă ĕç

Выльăх-чĕрлĕх комплексĕн территорине ял хуçалăх хулипе танлаштарсан тĕрĕсрех пулĕ. Техника сасси каçчен те шăпланмасть кунта.

Сенаж тата силос траншейисенчен пĕринчен теприне хăвăрт куçакан-тиекен MANITOU манипулятор робота аса илтерчĕ. Ăна кунта опытлă механизаторсенчен пĕрне – Владимир Самсонова шанса панă.

Нумай çул тимлет кунта çамрăк. Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнчен çÿрет. Ĕçтешĕ ун пирки: «Алли пур ĕç патне те пырать. /ркенме, усăсăр ларма пĕлмест», – терĕ.

Олег Мефодьевăн хăйĕн те ăсталăхĕ-ĕçченлĕхĕ пысăк. Аш-какай комбиначĕн комплексĕнче вунă çул ытларах тăрăшать. «Ку манăн пиллĕкмĕш рейс», – терĕ вăл техниксем çырнă наряда кăтартса. Силоса, сенажа, утта, комбикорма, витаминсене выльăх умне палăртнă нормăпа хурса параççĕ.

Пахалăхлă апата выльăх патне турттарас ĕçре пĕтĕмпе вунă механизатор вăй хурать. «Кăмăлтан ĕçленĕрен пуль-и – кун иртни те сисĕнмест. Çитменнине, техники те хăватлă, условисем чаплă», – терĕ Олег Мефодьев.

Николай Зайцев арманçă комбикорма кунне вăтамран 14 тонна таран авăртса хатĕрленине пĕлтерчĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ăна йĕркелесе янăранпах тăрăшать. Уйкас Ялтăра арçынни вырăнтах тивĕçлĕ, лайăх шалуллă ĕç пурришĕн хĕпĕртенине пытармарĕ.

Пĕр цехра тимлекен Кăмпалти Лия Зайцева та унпа пĕр вăхăтрах ĕçе кĕнĕ. Вĕсем Юрий Карачковпа канмасăр михĕсене хывăх тултараççĕ.

Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхăн директорĕ Валентина Тимофеева комплексра производствăн чи вăйлă стандарчĕсемпе, апатланун тата выльăхсене тытассин чи лайăх технологийĕпе усă курнине палăртрĕ. Ятарлă компьютер программи мăйракаллă шултра выльăх валли ун ÿсĕмне тата апатлантару тĕллевне кура рациона хăех палăртать.

Валентина Степановна ку тытăмра 32 çул ытла. Хăйĕн ĕçне чунпа-чĕрепе парăнни ун кашни сăмахĕнче палăрать. Ĕне-пăрусемпе çынпа хутшăннă пек калаçнинче пушшех те. Витене кĕрсен ачашламасăр иртеймест вĕсене. «Мĕнле пурăнатăр-ха;» – тенине ăнланнăн ĕнесем ун еннелле тÿрех пуçĕсене пăраççĕ.

Пултаруллă ертÿçĕ мартăн 1-мĕшĕ тĕлне комплексра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 4173 пуç пулнине пĕлтерчĕ. Вăл шутран сăвакан ĕнесем 1603 пуç. Ку республикăри чи пысăк кăтарту.

Пĕр кунта кăна выльăха тăрантарма 160 тонна апат каять. «Иртнĕ çул çанталăкĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме лайăх условисем туса пачĕ. Сенаж-силос питĕ пахалăхлă хывăнчĕ. Апатне кура – тухăçĕ, тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Сĕт сăвасси ÿсрĕ. Паян кунсерен 30 тонна ытла пысăк пахалăхлă сĕт сутатпăр», – кăмăллăн калаçрĕ Валентина Тимофеева.

Кунти татти-сыпписĕр, пысăк хăватпа, ĕçченлĕхпе пурнăçланакан ĕçе пĕтĕмĕшле сăмахпа çырса та пĕтереймĕн. Çакна вара тулли кăмăлпа çирĕплетсе калас килет: çитĕнĕве кашнин тар пĕрчийĕ хывăнать. Агрохолдинг пуçлăхĕсенчен пуçласа рабочисен таранах.

Аталанас-çĕкленес туртăмĕ пысăк. Пĕлтĕр, ав, Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕ çĕнĕ объектсемпе – 2400 пăру вырнаçмалăх витесемпе сарăлчĕ. Аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов ун проекчĕн пысăк пайне хăйĕн ăс-пĕлĕвне хывнă. Ют çĕршывсен опытне хамăр тăрăхри условисемпе шайлаштарнă.

Витесене уçнă чаплă самантра Николай Владимирович мăйракаллă шултра выльăх йышне 6000 пуçа çитерессине палăртнăччĕ, вăл шутра сăвакан ĕне кĕтĕвне – 2000 пуçа çити. Çак тĕллеве пурнăçлама пĕтĕм майсем пур.

Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче паянхи куна 140 çын вăй хурать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемсĕр пуçне ун аталанăвне ÿсен-тăран çитĕнтерекенсем, специалистсем, механизаторсем, поварсем сумлă тÿпе хываççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче тимлекенсем малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ