Çĕмĕрлере шофера вĕреннĕччĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.03.2019, 11:15 Просмотров: 343

Çак сăнÿкерчĕкре, 1968 çулхи август вĕçĕнче тунăскерте, СССР ДОСААФ организацийĕн Çĕмĕрле хулинчи автомотоклуб курсанчĕсемпе вĕрентекенĕсене куратпăр.

Шăпах 51 çул каялла çуркунне пире, пулас салтаксене, çар комиссариачĕ урлă çак хулана шофера вĕренме янăччĕ. Пирĕн ушкăнра вунсаккăрти вăтăра яхăн каччă пулнă. Вĕсенчен çурри Элĕк районĕн, ыттисем Вăрнар тăрăхĕн çамрăкĕсем.

Пурте алла шофер правине илес ĕмĕт-тĕллевпе тăрăшса вĕренеттĕмĕр. Тăватă уйăхра пĕр-пĕринпе туслашма ĕлкĕртĕмĕр, экзаменсене ăнăçлă тытрăмăр.

Унтанпа çур ĕмĕр сисĕнмесĕр тенĕ пек иртсе кайрĕ. Элĕк районĕн каччисене илес-тĕк, вĕсем çар хĕсметĕнче пулса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех водительте ĕçлерĕ. Шел, пĕрле вĕреннисенчен хăшпĕрисем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.

Мана Вăрнар районĕнчен пынă курсантсен шăпи те кăсăклантарать. Тен, кам та пулин çак сăнÿкерчĕкре хăйне е тăванĕсене палласа илĕ? Вăрнар каччисем малти ретре сулахайри виççĕшĕ тата сылтăмран пĕрремĕшĕ, ыттисем – хыçалта. Нумай вăхăт иртнĕ пирки вĕсен ячĕсене аса илейместĕп.

Хамăра вĕрентнĕ Петр Баторшин шофер-инструктора, Аркадий Бултаков преподавателе, Иван Коледов мастера асрах тытатпăр. Вĕсем вырăссемччĕ, иккĕмĕш ретре лараççĕ. Автомотоклуб начальникĕ Владимир Овинкин чăваш пулнă.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

писатель, журналист, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.

Элĕк районĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика