457 проект пурнăçланĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.03.2019, 11:16 Просмотров: 331

Кăçал республикăра пуçаруллă бюджетированипе 457 проекта пурнăçа кĕртмелле.

Ял пурнăçне хăтлăлатма çынсем те хастар хутшăнаççĕ, укçа хываççĕ. Мĕнле объект тăвассине е çĕнетессине пĕрле сÿтсе яваççĕ. Комисси конкурспа 457 проект суйласа илнĕ. Çав шутра чи йышли (160 проект) коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă. Вырăнти çул-йĕре йĕркене кĕртессипе, социаллă пурнăçпа культура сферипе, ача-пăча тата вылямалли лапамсемпе, халăхăн кану вырăнĕпе, масарпа çыхăннă проектсем те пур. Вĕсем валли республика хыснинчен 209,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Районта вара пĕлтĕр пурнăçланнă 12 проект яллă вырăнсенче хăтлăх кĕртме пулăшнă. Вырăнти обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевлĕ пуçарусен пĕтĕмĕшле хакĕ – 6509 пин ытла тенкĕ. Вăл шутран республика бюджетĕнчен куçарнă укçа-тенкĕ – 3905, 6 пин тенкĕ, вырăнти бюджет тÿпи – 1116,8 пин тенкĕ. Ялсенче пурăнакансемпе уйрăм предпринимательсем те 1486,9 пин тенкĕ хывнă.

Кăçалхи плансем те пысăк. Поселенисем хатĕрленĕ 18 проект пуçаруллă бюджет программин конкурс суйлавĕ витĕр тухнă. Палăртнă тăрăх, тĕрлĕ ялта 11767 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçа кĕмелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика