Раççейре – 1-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.03.2019, 11:24 Просмотров: 335

Çакăн пек кăтартупа савăнтарать Мăн Явăш хĕрĕ Екатерина Кошкина ентешсене.

Кĕтнĕ, шаннă хыççăн кунашкал хыпара илтме уйрăмах кăмăллă. Катьăна сумлă чылай ăмăрту пьедесталĕ çинче курнă-ха, анчах та вырсарникун финал вĕçленсенех унăн пĕрремĕш тренерĕсем – ашшĕ Валерий Кошкин тата Вăрнарти ача-пăча спорт шкулĕн преподавателĕсем Виталий Трофимовпа Юрий Львов – шăнкăравласан хĕрачашăн хамăн та чĕрем хĕпĕртерĕ.

Раççей первенстви 18 çул тултарман хĕрсем хушшинче мартăн 21–24-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинче иртнĕ. Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе Вăрнар тăрăхĕн хĕрĕсем виççĕн хутшăннă унта – Екатерина Кошкинапа пĕрле Анастасия Максимова тата Александра Волкова та. Шел, вĕсене ăмăртура ăнăçман.

Çĕнтерес тĕллевĕ пысăк пулни Катьăра уйрăмах аван палăрнă. Хăйĕн виçе категорийĕнчи кашни тытăçăва çĕнтерÿллĕн вĕçленĕ вăл. Çапла Раççей первенствин çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Сăмах май, хĕрача ирĕклĕ кĕрешÿ ăсталăхне ачаранах хăнăхнă. Спорт шкулĕн Санарпуçĕнчи филиалне, Вăрнарти спорт шкулне тренировкăсене ялтан тухайман чухне ăсталăха вăл килте туптанă. Хĕрачан ку тĕспе туслашас кăмăлĕ пысăккине кура Виталий Трофимов ăна кĕрешÿ маттине парнеленĕ. Çавна май ашшĕ Катя валли килте спорт пÿлĕмне йĕркеленĕ. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ пурах – Мăн Явăш хĕрĕ кашни ăмăртурах медальсемпе савăнтарать.

Арçын ачасем çак шайри турниртах палăрас тесе Тольяттире вăй виçнĕ. Вăл шутра – Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн икĕ вĕренекенĕ те. Поселокра пурăнакан Дмитрий Львов Раççей первенствин кĕмĕл призерĕ пулса тăнă. Шел те, Пăртас каччи – Семен Семенов виççĕмĕш вырăншăн пынă кĕрешĕве выляса янă.

«Раççей первенствин тĕллевĕ – Европа тата тĕнче первенствинче хутшăнма Раççейĕн пĕрлештернĕ команди валли чи вăйлă спортсменсене суйласа илесси. Эппин, Екатерина Кошкинан ку путевка алăра! Уншăн савăнатпăр», – терĕ Виталий Петрович Трофимов тренер.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика