Тăпрана сиенленĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:51 Просмотров: 434

Тĕрĕслев ирттернĕ май çутçанталăка сыхлассипе тимлекен Шупашкарти прокуратура ку енĕпе саккуна пăснă тĕслĕхе палăртнă.

Тĕрĕслеве пĕр яваплă гражданин йĕркесĕрлĕх пирки пĕлтернипе пуçарнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Управление отходами» общество филиалĕ фильтраци каяшĕсене «БОС» учреждение куçаракан канализаци сечĕн пайĕнче авари тухнă-мĕн. Таса мар шывсем тăпрана лекнĕ. Çутçанталăка кÿнĕ сиен пĕчĕк мар. Нитрит азочĕ, аммоний азочĕ, сульфат-ион евĕр веществосен концентрацийĕ тĕлĕшпе кăтартусем кирлинчен самай пысăк. Çакă тăпрана йывăр сиенленине пĕлтерет. Ăна йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ енчен калăпăшлă тăкаксем пулĕç. Вăхăчĕ те 2–3 çултан кая мар иртсе кайĕ.

«Прокуратура янă материалсемпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕ филиал директорне 200 пин тенкĕ штраф хунă. Йышăну саккунлă вăя кĕмен. Çавăн пекех Росприроднадзорăн республикăри управленийĕ çутçанталăка кÿнĕ тăкака (40440400 тенкĕ) саплаштарма тавăçпа тухнă. Документ – Чăваш Республикин Арбитраж судĕнче тишкерÿре», – пĕлтерет çутçанталăка сыхлассипе тимлекен прокуратура.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика