Тар тăкмасăр пулмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:53 Просмотров: 494

Район уй-хирĕ кунран-кун тракторсен шавĕпе тулса пырать.

«Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне илсен Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Хорнзор» кооперативсенче, Вера Дмитриевăпа Александр Иванов фермерсен хуçалăхĕсенче тырă акма тухнă», – пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов.

Хĕвел вăхăтăн-вăхăтăн хĕртсех пăхать. Тăпра варкăш çилпе хăвăрт типет, çавăнпа та ял ĕçченĕсем уяр çанталăкăн кашни минучĕпе усă кураççĕ. Районĕпе илсен хура çĕре 1038 гектар шуратнă.

Кĕр тыррисене 2540 гектар апатлантарнă. Ку ĕçе «Мураты» кооперативра, «Санары» агрофирмăра, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче вĕçленĕ.

– Çуракине вăхăтра ирттерсен пысăк тухăç илетпĕрех, – çирĕппĕн каларĕ Илья Петров, «Мураты» кооперативра механизаторта тăрăшаканскер. Маттур ĕçчене хăватлă «Туман-2М» техникăна шанса панă.

Елена Порфирьева.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика