«Пуçлăх пуканĕшĕн çунмарăм, хамăн ĕçе чунтан юратрăм»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2019, 08:49 Просмотров: 374

Кĕçĕн Кипекри Владимир Яковлевич Верендеев – ятлă-сумлă çын, яваплă ĕçсенче нумай çул тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура пулсан та обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Ахальтен мар пулĕ ăна  ял старостине суйланă. Владимир Яковлевич çу уйă-хĕн 4-мĕшĕнче 65 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Пурнăç çулне  çирĕппĕн такăрлатнă май чылайăшĕ чи малтанах ачалăхпа çамрăклăха ăшă кăмăлпа аса илет. Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕ май Владимир Верендеев та хăйĕн кун-çулне куç умне кăларчĕ.

Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче фронтовик çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Яков Никифоровичпа Александра Анисимовна пилĕк ывăла кун çути парнеленĕ. Володя – çемьере чи кĕçĕнни.  Апла пулсан та ачаш çитĕнмен. Килти выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат ытлăн-çитлĕн пултăр тесе пиччĕшĕсемпе çăвĕпех çумкурăк типĕтнĕ. Тăван колхозра та тăрăшнă.

– Астăватăп-ха, лаша кÿлсе утă-улăм турттараттăмăр, каçхи ултă сехетченех уй-хирте карлавпа çĕрулми кăлараттăмăр. Ывăнсан та хавхаланса ĕçлеттĕмĕр, – аса илчĕ Владимир Яковлевич.– Шÿтлеме те вăй-хал тупаттăмăр.

Пин ылтăн мар, пин тус эс туян теççĕ.  Владимир Верендеев юлташĕсемпе, тантăшĕсемпе  питĕ туслă пулнине çирĕплетет. Вĕсем кашни çулах  Çимĕкре Юманай шкулĕнче тĕл пулаççĕ.

Ашшĕпе амăшĕ пилĕк ывăлне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Аслă пиччĕшĕ Роля  (ăна тăванĕн ятне панă) ĕмĕр тăршшĕпех  тĕп конструкторта, Михаил инженерта тимленĕ, Левпа Николай шкулта тăрăшнă, пĕри хими-биологи, тепри физика-математика предмечĕсене  вĕрентнĕ.

Владимир Верендеева шăпа  мĕнле майпа Вăрнар районне  илсе çитернĕ-ши? Ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чух вăл пирĕн ентешпе Григорий Илеперпе паллашнă. Аслă юлташĕ сĕннипе районти «Колос» совхоза практикăна килнĕ. Диплом илсен кунтах ĕçлеме пуçланă. Аслă зоотехникра вăй хунă. «Колос» совхоз пысăк хуçалăх шутланнă, ĕçе çынсем 12 ялтан  çÿренĕ. Совхоза ертсе пыма йывăр  пулнă.  1988 çулта икĕ хуçалăха пайланать. «Малояушский» совхозăн тилхепине тытса пыма Владимир Верендеева шанаççĕ. Çăмăл килмен ăна, производство базисене – хуралтăсене, мехпарка,  фермăна  – пĕтĕмпех çĕнĕрен çĕклемелле пулнă.

– Анне мана ертÿçе лартсан хытах пăшăрханнăччĕ. Ывăлăм, ним çук хуçалăха мĕнле уралантарăн, халăх шанăçне епле тÿрре кăларăн, терĕ. Тăрăшсан, Турă пулăшсан совхоз аталанса каятех тесе хуравларăм, – палăртрĕ Владимир Яковлевич.

Тепĕр тесен, вăл çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçламан-и? Уйпуç Ялтăра ывăлĕ çарта пиçĕхсе самаях кăмăлне çирĕплетнĕ. Пĕр пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнă.

Тепĕр темиçе уйăхран  амăшĕ совхоз территорийĕнче строительство ĕçĕсем пынине курсан тĕлĕнсех кайнă. Çав вăхăтрах ывăлĕ сăмаха çилпе вĕçтерменнишĕн, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнишĕн савăннă.  Вăл хăй те питĕ маттурскер пулнă. 89 çула çитичченех ĕне тытнă, пасарсене сĕт юр-варĕсене сутма çÿренĕ.

Пултаруллă председателе тÿре-шара асăрхать, малтанах районти çĕрйĕркелÿ комитетĕнче тимлеме, тепĕр çултан  район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн-ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн ĕçне пурнăçлама шанаççĕ. Владимир Яковлевич хулпуççи çине пысăк яваплăх тиеннине курать. Çитменнине иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лару-тăру  йывăрланать. Çĕршывра колхоз-совхозсем  унта та кунта панкрута тухма тытăнаççĕ.  Владимир Яковлевичăн тата  район ертÿлĕхĕн аграрисене самана авăрĕнчен çăлса хăварас тесе  самаях хура тар тăкма тивет. Вăй хунин çимĕçĕ пур. Районта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем чылаййăн сыхланса юлаççĕ. Сăмахран, Çĕмĕрле енче вĕсем пачах çук.

Владимир Верендеевăн муниципаллă рынок директорĕнче те, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче те   ĕçлеме тÿр килнĕ. Вăл ертÿçĕ пулас тесе нихăçан та тапăçланман, анчах та тилхепене тытсан яваплă пулнă, кăмăлпа тăрăшнă. «Пуçлăх пуканĕшĕн çунмарăм,  шанса панă  ĕçе чунтан юратрăм», – хыпарларĕ редакци хăни.

Владимир Верендеев 2008 çулта «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ» ята тивĕçнĕ. Унăн награда чылай% республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамоти, Раççей ял хуçалăх банкĕн Тав çырăвĕ, Раççей статистикин дипломĕ тата ыттисем.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Вăл классика кĕрешĕвĕ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.

Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем – предпринимательсем. 7 мăнук çитĕнет. Йыш тата хушăнмалла.

Пурнăçра савăнăçпа пĕрлех хуйхă-суйхă та çÿрет. Шел, мăшăрĕн кун-çулĕ кĕске пулнă. Унăн çутă сăнарне асра тытса кил хуçи сад-пахча ĕрчетет. Ачисемпе мăнукĕсене тăван киле килессе чăтăмсăррăн кĕтет.

Елена ПОРФИРЬЕВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика