Маттуррисен йышне кĕнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2019, 08:50 Просмотров: 344

Пушар хăрушсăрлăхĕн «Неопалимая Купина» конкурсĕнче районти ачасемпе çамрăксем çулсеренех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.

Талантлă, хăйнеевĕрлĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме пултаракан вĕренекенсем хамăр тăрăхра чăннипех нумай. Кăçалхи республикăри конкурс та çакна çирĕплетрĕ. Унăн призерĕсене пушарпа кĕрешекенсен професси уявĕ – Раççейри пушар хуралĕн кунĕ умĕн – палăртнă.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш енри шкулсен, шкул-интернатсен, ача сачĕсен, илемлĕх студийĕсен вĕренекенĕсем мĕнпур район-хуларан хутшăннă. Çулăмран асăрханас ыйтусене çутатакан 300 енне ÿкерчĕксемпе алĕçĕсенчен жюрие чи лайăххисене суйласа илме çăмăл килмен.

Апла пулин те çĕнтерÿçĕсем паллă. Мала тухнисем хушшинче пирĕн районтан иккĕн. Пысăк хаклава Кÿстÿмĕр шкулĕнче пĕлÿ пухакан Никита Ириковăн «Берегите лес от пожара» тата Кирилл Ириковăн «Пожарная машина» композицийĕсем тивĕçнĕ. Иккĕшĕ те вĕсем «Декораци-ĕçлев пултарулăхĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çамрăксене ăсталăха аталантарма пулăшаканĕ, юратнă ĕçпе тимлеме хавхалантараканĕ – Димитрий Ириков ертÿçĕ.  

Республикăри конкурс йĕркелÿçисем кашни номинацири чи лайăх ĕçсене Раççейри тапхăра тăратассине пĕлтереççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика