«Хам – чăваш, ачасем – вырăс»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:55 Просмотров: 334

Çапларах ятлă хайлав пур Çемен Элкерĕн, ăна вăл 1959 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕш кунĕнче хăйĕн кун кĕнекине (1956 – 1961) çырса хунă. «Паян Май уявĕн 2-мĕш кунĕ. Çанталăк, ĕнерхи пекех, ăшă, йăваш çиллĕ... – пуçлать чăваш халăх сăвăçи çав пĕчĕк калава. – Пуç ыратнипе, уçăлмалла тесе, Атăл хĕррине пырса тăтăм. Ирпеле çын питĕ йышлах та мар. Чул карта – балюстрада – умĕнче кăна чылай çын йĕркеленсе тăни курăнать».

Малалла автор уйрăм çынсене тĕплĕнрех ÿкерсе кăтартма пуçăнать: «Манран пĕр-икĕ утăмра тирпейлĕ те чипер тумланнă, тулли сăн-сăпатлă яш ача, 18–19 çулалла çитнĕскер пулас. Стройкăра ĕçлекен-и вăл е вăхăтлăх кăна ялтан килнĕскер, – чăваш ачи. Унран тепĕр икĕ утăмра тепĕр çын чул карта çинелле уртăнса тăрать, лутрарах арçын, çырă-хура сăнлă, сарлака та лутра çамки пĕркеленнĕ, таса мар тумлă çын* çулĕпе хăй хĕрĕх пиллĕксем енне çывхарнă пулмалла. Çак икĕ çын хушшинче икĕ пĕчĕк ача, пĕри вырăсла, тепри чăвашла пакăлтаткалаççĕ».

Çак ÿкерчĕке туса, çыравçă Атăл хĕрринче тăракан çынсен калаçăвне тăнлаттарать: «Яш çамрăк хăй çумĕнчи ватăрах чăвашпа калаçма тытăнчĕ.

– Ку ачасем санăн-и; – ыйтрĕ вăл ватăраххинчен.

– Çук, манăн мар,– терĕ хурарах чăвашĕ. Хăй ĕçкеленĕ пулас та, калаçма питĕ хавас. – Манăн та ачасем пур, кĕтĕвĕпех вĕсем... Анчах ачасем ман чăвашла калаçмаççĕ. Эпĕ хам – чăваш, ачасем – вырăс! – терĕ çакскер, çамрăк йĕкĕт çине кулараххăн пăхса.

Çамрăк чăвашĕ ăна хирĕç нимĕн те шарламасть, ватăраххи мĕн калаçнине тарăн шухăша кайса кăна итлесе тăрать».

Ç.Элкер кунта ваттин çăмăлттайлăхĕпе çамрăккин шухăшлăхне питĕ ăнăçлă ÿкерсе кăтартма пултарнă. Çакăн хыççăн авторăн ăшри реплики тĕп шухăша пĕтĕмлетсе калама май парать: «Çапла ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕ – чăваш, ачисем – вырăс. Ун пеккисем туллиех халĕ Чăваш çĕрĕнче, вĕсем Шупашкарта та, район центрĕсенче те, чукун çул станцийĕсенче те нумай тĕл пулаççĕ. Ку вара, чăнах та, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çинчен хытах шухăшлаттарать».

«Хĕн-хур айĕнче» историлле поэмăна хайланă çыннăмăр паянччен утмăл çул маларах асăрханă пулăм халĕ тарăн чире çаврăннине ятарласа ĕнентерсе пани кирлех те мар. Шел пулин те, ку чиртен чăваш çыравçисем те упранса юлаймарĕç, çав шутрах Çемен пичче хăй те. Ятлă-сумлă сăвăç-калавçă çĕре кĕрсен вĕсен килĕсенче юлакансем чăвашла çырнă хутсене, кĕнекесене çÿп-çап шăтăкне кайса пăрахаççĕ, хăйсем чăваш чĕлхине пула тăранса тата тумланса çитĕннине пачах манса каяççĕ. Чĕрĕ тымара татнă, ашшĕ-амăшĕн чĕлхинчен ютшăннă пулсассăн, ун йышши пархатарсăрсенчен урăх мĕн кĕтмелле ĕнтĕ. Вĕсем пирĕн кил-йышрах ачашланса çитĕнмеççĕ-им вара; Сăмах май каласан, Илле Тăхтин Мускавра çурма тăлăх çитĕннĕ хĕрĕ мĕн çĕре кĕриччен ашшĕн кĕнекисене кăларассишĕн ăшталанчĕ, Тăхти юбилейĕсене хăйĕнпе пĕрле мăнукĕсене те илсе килме пултарчĕ. Атнер Хусанкай пур тата, вăл та ашшĕн ятне манма памасть. Петĕр Ялкир ывăлĕсем ашшĕн хайлавĕсене пухса тепĕр хут кĕнекен кăларма пултарчĕç...

Çапла вара, чăваш халăхĕ хавшама пуçлани, хулара пурăнакан йăхташăмăрсен пин-пин ачи-пăчи сыпăкран сыпăка урăх халăха куçса юта тухни Элкерĕмĕре канăç паман, çав хуйхă ун чĕрине хытах ыраттарнă. Ăнсăртран мар ĕнтĕ вăл çак темăна хускатса тепĕр уйăх иртсенех «Чăваш йышĕ хăвăрт ирĕлет» статья çырать. Унта çыравçă чăваша Хусан ханлăхĕнче тата Раççей империйĕнче яланах хĕсĕрлени, хăйĕн чĕлхипе калаçма майсем туса паманни пирки аса илтерет. «Çапах та чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхине çухатман, ăна хытă упраса усранă, – ăнлантарать публицист, – çав ĕмĕрсенче мăсăльман тĕнне йышăнса тутара тухнисем пулнă, анчах та вырăсланса кайнисем питĕ сайра пулнă. Ун пеккисем чăваш феодалĕсемпе пуянсен ачисен хушшинче кăна, вĕсем вĕренме пултарнă пулсан, хăй халăхĕнчен татăлса кайса вырăс хушшине варăшса кайма пултарнă. Çав саманасенче нациллĕ пусмăра хирĕç пĕтĕм халăх хирĕçĕве тухнă».

Малалла Ç. Элкер XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Атăлçи халăхĕсен культури хăвăрт аталанни, 1937–1939 çулсенче интеллигенцие пуçиле ярса тĕп туни пирки каласа парать. Çав репрессисене пула «пирĕн вак халăхсен нациллĕ малашлăхĕн туртăмĕ тÿрленмелле мар аманса, сапаланса кайрĕ. Ватă интеллигенци кадрĕсенчен нумайăшĕ пĕтрĕ, çăлăнса юлнисем каялла чакса тăчĕç, вĕсем хăйсен тăван искусствипе литературине юратни çинчен те калаçма хăяймарĕç, чăваш чĕлхипе тăван искусствине юратнăшăн та “националист” тесе айăпласран хăрарĕç». Çĕнĕрен çитĕнекен интеллигенци ÿсĕмĕсем, Элкер шухăшĕпе, халăхăмăр çине сÿрĕккĕн пăхма пуçланă, вĕсен чĕрисенчи çулăм вăйсăрланнă, нумайăшĕн вара пуçĕпех пĕтсе ларнă. Вăрçă хыççăн ял çамрăкĕсем Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланма пуçлаççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ тăван ене каялла таврăнмасть. «Ытти халăхсен хушшине куçса кайнă чăвашсем хăвăрт вырăсланса пыраççĕ* вĕсен ачи-пăчи хăйсен ашшĕ-амăшĕ чăваш пулнине те пĕлесшĕн мар, – пăшăрханса çырать халăх поэчĕ. – Вырăс хушшине варăшнă чăвашсен ачисем чăвашла калаçмаççĕ, тÿрех вырăсла вĕренеççĕ. Ку ĕнтĕ чăваш нацийĕ ирĕлсе пынине пĕлтерет. Çапла икĕ-виçĕ ĕмĕр хушшинче нацилле пусмăрта та пĕтмен халăх халĕ пĕр çĕр çул хушшинче йăлтах пĕтсе ларма пултарать. Вăл хăвăрт вырăсланать».

Хăвăрт вырăсланса пынин тепĕр сăлтавне те курать çыравçă, чăваш хăйне вырăсран «аяларах» тăнă пек шутлани. Çакă вăл чăвашăн шалти культурăлăхĕ çитменнинчен, тавракурăмĕ ансăр пулнинчен те килет тесе сăлтавлать халăх поэчĕ. Хăйĕн кун кĕнекине 1959 çулхи çĕртмен 20-мĕш кунĕнче çырса хунă статйине Ç.Элкер çапла йĕркесемпе вĕçлет: «Чăваш кăштах хулана-мĕне тухса çÿресенех, – вырăс культури чи çÿллĕ культура тесе ăнланнă пулас та – вăл вара хăй те чăвашран уйрăлса, вырăсланма тăрăшать. Ку тĕлĕшрен пирĕн хальхи пиçсе çитмен “интеллигентсем” те ăна çапла пулма хистесех вĕрентеççĕ».

Тăван чĕлхемĕрĕн çивĕч ыйтăвĕсене Çемен Элкер 1961 çулта тепĕр хут хускатать, парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ ячĕпе икĕ хаяр çыру çырать. «Мы, чувашские писатели, – çирĕппĕн калать халăхăмăрăн чăн-чăн сăвăçи, – имеем такое же право любить свой язык и литературу, но восклицать об этой любви перед аудиторией считаем нелепым и ненужным. Но, увидя явное пренебрежение и неуважение к родному языку со стороны ведущих учреждений и организаций республики, здесь, в письме к Вам, мы должны об этом сказать смело и открыто. В своей Чувашской АССР ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК ДОЛЖЕН ЗАНИМАТЬ ПОДОБАЮЩЕЕ ЕМУ ПОЧЕТНОЕ МЕСТО» (пысăк саспаллисемпе автор хăй палăртнă). Çак çырусем хыççăн ватă çыравçа «националист» тесе айăплама пăхнине пĕлсе тăнă П.Хусанкай 1966 çулта хăйĕн аслă тусĕн тата ĕçтешĕн тупăкĕ умĕнче çапларах йĕркесем калать:

Элчел çитсе куçна хуптарчĕ,

Тусу та, тăшману та çук.

Хăшне, тен, алă та çуптарчĕ,

Ун пеккисем те пур ку чух.

Эс канăçсăрччĕ. Кансĕрлеттĕн.

Мĕн кирлĕ пулнă – хушăн мар,

Эс халăх кăмăлне пĕлеттĕн,

Чăвашшăн сапрăн шĕл-кăвар.

Çав шĕл-кăвар – чăваш сăмахĕ,

Чечен чĕлхе – чăваш чĕлхи.

Вăл упрансассăн – хам хамах эп,

Упранмасан – эп çын мĕлки...

...Чăваш çĕр-шывĕнче пурнатпăр

Чăваш чĕлхишĕн çапăçса.

Кам чĕлхене таптать, – çав паттăр...

Епле чăтас çак намăса.

...Ыйткалакан пек кĕлелетпĕр,

«Тархасшăн, çăкăр сăмаха

Лавкка çине çырсамăр, – тетпĕр, –

Тăван шкула ан хупăр-ха...»

Эс çакăншăн та сас параттăн

Ниçта кайса кĕме çукран,

Кĕç «националист» пулаттăн,

«Çÿлте» ыйту тăратчĕ сан...

1960 çулта хайланă пĕр сăввинче Элкер хăй пурнăçĕн тĕллевне пĕтĕмлетсе çапла хак парать:

Чăн-чăн поэт пулман пуль эпĕ,

Мана тĕсмест-тĕр ун хисепĕ...

Тен, эп прозаик, публицист та,

Хăш чух редактор, журналист та.

Ĕçленĕ хĕрĕх çул таран

Чăвашлăха савса чунтан.

1959 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Элкер çапла çырса хуни пур: «Эпĕ çыравçă е сăвăç ячĕпе хам валли чап тăвассишĕн нихăçан та çунман. Çырма, литература анинче вăй хума та тăван чĕлхемĕре хăватлăлантарас, ăна чечеклентерес тесе çеç пуçăнтăм». Çемен Элкерĕн, Митта Ваçлейĕн тата Петĕр Хусанкайăн ĕмĕчĕсем чĕлхемĕре вут-хĕлхемлентересси, хăватлăлантарасси пулнă, çак пархатарлă ĕçе малашне туса пыма вĕсем çамрăксене çапла халалланă: «Яшсем! Сире шанса каятпăр! Çитерĕр ĕмĕтĕмĕре!»

Ĕнер Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта Çемен Элкерĕн 125 çулхи юбилейне халалласа савăнăçлă уяв пулнă.

Эртивансен СĂВАР.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика