Выльăха кĕтĕве ятăр пулсан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2019, 09:57 Просмотров: 336

Ĕне сывă пулсан сĕт сăвăмĕ лайăх. Çавăнпа мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче тăрăшакансен выльăха кĕтÿре çÿретнĕ тапхăрта ветеринари ĕçĕсене пурнăçлама манмалла мар, уйрăмах çĕпĕр чирĕпе, урнипе тата ытти чирсемпе кĕрешме пулăшакан мероприятисем ирттермелле.

Выльăхсене кĕтĕве кăларичченех туберкулез, лейкоз, бруцеллез пуррипе çуккине палăртас енĕпе тĕпчев ирттерни пĕлтерĕшлĕ.

Хальхи пурнăçра çĕнĕ йышши чирсем тупса палăртаççĕ, вĕсен шутĕнче – нодулярлă дерматит. Нодулярлă дерматитпа мăйракаллă шултра выльăх, буйволсем чирлеççĕ, инфекцие пуçараканĕ – вирус. Чире саракансем – юн ĕмекен шăна, пăван тата сăвăс. Чир пуçлансан ÿт температури 41 градус таран ÿсет, тута-çăвар тата сăмса çинче сурансем пулаççĕ, ÿт çинче мăкăльсем ÿсеççĕ. Пĕтĕ ĕнесем пăран пăрахма пултараççĕ, сĕт суса илесси чакать.

Çаксене шута илсе хăрушлăх йĕркисене пăхăнмалла:

фермăсене хуçалăхра ĕçлемен çынсене, ют транспорта кĕртме юрамасть, ферма тавралла карта тытса çавăрмалла е канав чавтармалла,

фермăсене, витесене яланах тасатса тăмалла, уйăхра пĕрре санитари кунĕсене ирттермелле,

выльăх-чĕрлĕх уя тухсан витесене тасатса дезинфекци тумалла, шăна-пăванпа кĕрешмелле,

выльăх-чĕрлĕх яланах пăхса тăмалла, шăна-пăванран, сăвăсран эмел сирпĕтмелле, чирĕн пĕрремĕш паллисене сиссен ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле,

кĕтĕве ятарласа уйăрнă вырăнсенче çÿретмелле,

выльăх-чĕрлĕхе урăх регионсенчен кÿрсе килес пулсан Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службипе килĕшÿ тумалла.

Зоогигиена тата ветеринарипе санитари правилисене, кĕтÿре çÿретмелли йĕркене çирĕп пăхăнни, выльăха тĕрĕс пăхни тата апатлантарни выльăх шутне ÿстерме тата продукци пахалăхне лайăхлатма пулăшĕç.

Владимир МАТВЕЕВ,

чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика