Мухтавлă ентешĕмĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2017, 14:39 Просмотров: 678

Паллă ентешĕмĕр Михаил Петрович Петров (Тинехпи) çуралнăранпа 140 çул çитрĕ.  Вăл 1877 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи Асакасси вулăсĕнчи Мăньял ялĕнче çуралнă (халĕ  вăл Вăрнар районне кĕрет). 

Хăйĕн çинчен вăл архивра упранакан «Краткие сведения о моей жизни и деятельности» (раштав 1928 çулхи) статьяра çапла çырнă, «Манăн аттепе анне, пайсăр тăрса юлнăскерсем, питĕ чухăн пурăнатчĕç. Эпĕ ача чухне пирĕн лаша та, ĕне те пулман. 1887 çулхи кĕркунне шкула çÿреме пуçларăм.  Авшак Элмен салинче вăл вăхăтра Хусанти Турă амăш чиркĕвĕ çумĕнчи чиркÿпе прихут шкулĕ пурччĕ. Вăл шкул чиркĕвĕн хурал пÿртĕнче вырнаçнăччĕ. Вĕрентекенĕ псаломщик ывăлĕ Кедров хăй те нимĕн те пĕлместчĕ. Пире вăл çапатчĕ, хĕнени те пулнă, тĕп сакайне хупатчĕ. Атте мана Хусан кĕпĕрнин Етĕрне  уесĕнчи Юнтапа шкулне вĕренме кайса ячĕ. 1890 çулта пире, тăватă  вĕренекене, А.И.Иванов вĕрентекен Чĕмпĕрти учительсем  хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕме илсе кайрĕ. 300 яхăн ача пуçтарăннăччĕ.  Тепĕр пилĕк кунтан аллă ача вĕренме кĕнине пĕлтерчĕç. Çавсем хушшинче ман ят та пурччĕ. Тепĕр кун пире Филатов тухтăр тĕрĕслерĕ.  Çул çинче манăн куç ыратма пуçланăччĕ.  Вăл мана пульницăна кайма хушрĕ.  Эпĕ пульницăра вĕлереççĕ тесе анне каланине илтнĕччĕ.  Вара киле тарма шутларăм.  Ирхине ирех тăтăм та пристане васкарăм. Пăрахут çине ларса  киле таврăнтăм. Тепĕр эрнерен Элĕкри икĕ класлă шкула вĕренме кĕтĕм. Ку шкула 1892 çулта пĕтертĕм. Чи лайăх вĕренекенсене Чĕмпĕрти шкула яма йышăнчĕç,  вĕсем хушшинче эпĕ те пурччĕ».

«Чĕмпĕрти шкул маншăн анне пекехчĕ», – çырать М.П.Петров. «Кунта мана килтипе танлаштарсан лайăхрах çитеретчĕç, таса çĕрте пурăнаттăм, ăнланмалла вĕрентетчĕç. 1897 çулта эпĕ çак шкула чи лайăх  вĕренекен пулса вĕçлерĕм».

Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Михаил Петрович пĕр çул Вăта Тимĕрçенте (халĕ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ) пуçламăш училищĕре ĕçлет.

Ĕçленĕ хушăрах чăваш халăх юррисене пухнă, вĕсене Н.И.Ашмарина ярса панă. 1901 çулта М.П.Петров тĕн семинарине ăнăçлă вĕçленĕ. И.Я.Яковлев ăна Тутарстан республикинчи  Сиктĕрме салине анчах уçăлнă икĕ класлă училищĕне аслă учитель тата ертÿçĕ пулса ĕçлеме ярать.  М.П.Петров хăйĕн тивĕçне тăрăшса та пĕлсе пурнăçлать.

1903 çулхи авăн уйăхĕнче И.Я.Яковлев М.Петрова Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентме шанать.  Ăна педагогика, дидактика тата методика вĕрентме те хушаççĕ.

1905 çулта М.П.Петров хăйĕн пĕрремĕш  ĕçне «Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи  чăвашсем» ятпа пичетлесе кăларнă. Çĕртме уйăхĕнче вăл авланнă. Унăн мăшăрĕ  Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Татьяна Павлова. Çав çулхи çĕртме уйăхĕнче  Чĕмпĕр кĕпĕрнин Кăрмăш уесĕнчи Ураскилт салине священник пулса ĕçлеме яраççĕ.

М.П.Петров тăрăшнипе Бурнаш, Юмалак, Орба-Павлово ялĕсенче пуçламăш училищĕсем уçăлнă.  1914 çулта вăл арăмĕсĕр тăрса юлнă. Çав çулах Михаил Петров Хусанти тĕн академине вĕренме кĕнĕ. Вăл унта хăй тĕллĕн этнографи, тĕрĕк йăхĕн историне, тутар чĕлхине вĕреннĕ. 1918–1919 çулсенче Шăхран станцинче чăваш чĕлхи, истори вĕрентсе пурăннă.

1919–1920 çулсенче Михаил Петров Козьмодемьянск уесĕнчи Ишек салинче священник пулса тăрăшнă.  Çакăнта вăл иккĕмĕш хут авланнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ Анна Алексеевна вĕрентекене качча илнĕ. 1922–1926 çулсенче М.П.Петров Патшалăх издательствин чăваш пайĕнче ученăй-секретарьте тимленĕ. Çакăнта ĕçленĕ хушăра вăл вырăсларан чăвашла нумай куçарнă. 1921 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1924 çулччен М.П.Петров Тĕп чăваш музейĕн наука сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ăна музей директорĕ пулма суйласа лартаççĕ. 1928 çулта  икĕ кĕнеке пичетлесе кăларма пултарнă. 1930 çулхи пуш уйăхĕнче М.П.Петрова директор ĕçĕнчен хăтараççĕ, националист тесе айăплаççĕ. Анчах та 1931 çулхи  юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен  директора пулăшаканĕнче тата археологипе этнографи пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. 20-мĕш çулсенче хаçатсемпе журналсенче 20 ытла статья тата истори, филологи, краеведени, музей темипе рецензисем çырнă. 1931 çул вĕçĕнче вăл республикăри наука  библиотекине ĕçлеме вырнаçать.

1937 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче М.П.Петрова арестлеççĕ. 10 çуллăха ĕçлесе юсанмалли лагере ăсатаççĕ.

1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче  вăл Çĕрпÿ тĕрминче вилет. 1956 çулта унăн таса ятне тавăраççĕ.

В.ИЛЬИНА,

Ярмушкари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика