Юн пани сăваплă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:42 Просмотров: 317

Юн пани сăваплă. Ырă ĕçе хутшăнакансем этемĕн пурнăçне çăлма тата сывлăхне лайăхлатма пулăшаççĕ.

1 литр юн çухатни çитĕннĕ çыншăн хăрушă мар. Донор кунĕнче 400 мл юн илеççĕ пулин те организм кирлĕ виçене хăвăртах çитерет. Юн пани эндокрин тата иммун системисене вăйлатать.

Шел пулин те, Раççейре çак пархатарлă ĕçе хутшăнакансем сахалрах. Хальхи вăхăтра Чăваш енре «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнĕ 4 пин ытла çын пурăнать.

Республикăри юн яракан станци хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Учреждени ĕçченĕсем районсенче тăтăшах Донор кунĕсене ирттереççĕ.

Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн гигиена

вĕрентĕвĕпе воспитани уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика