Манăн суйлав – сывă наци

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:35 Просмотров: 266

Ăс-тăна минретекен наркăмăшсемпе усă курассине чакарасси тата халăха хăйсен сывлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма хистесси – çак çивĕч тĕллевсемпе иртнĕ Шупашкарта «Манăн суйлав – сывă наци» регионсем хушшинчи фестиваль.

Наркотиксемпе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне йĕркеленĕскер пĕлтерĕшлĕ чылай мероприятие пĕрлештернĕ. Паллă спортсменсем, ташăçсем мастер-классенче хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортра тата пултарулăхра çитĕнÿсем патне ăнтăлма хавхалантарнă. Республикăри наркодиспансер ĕçченĕсем наркотиксемпе е ăс-тăна пăтраштаракан ытти япаласемпе усă курнине палăртма ятарлă приборсемпе тĕрĕслевсем ирттернĕ.

Фестиваль йĕркипе иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетме республикăри наркологи диспансерĕн врач-психиатр-наркологне Татьяна Валерьяновна Полтевана ыйтрăмăр.

– Татьяна Валерьяновна, наркотиклă хатĕрсене усă курнипе республикăра лару-тăру еплерех?

– Тĕрĕссипе, ку паян пĕтĕм тĕнче шайĕнчи çивĕч ыйту% наркотике тĕрлĕ майпа ăша хывакансем 200 миллион ытла çын. Наркомани обществăри хăрушлăхсенчен малти вырăна тухса тăчĕ. Хамăр республикăра хальхи вăхăтра пуçа минретекен япаласемпе усă куракансен шучĕ чакни сисĕнет. Анчах çакă кăткăслăх çухалнине пĕлтермест. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне наркăмăшăн çĕнĕ тĕсĕсем тухса пыраççĕ. Вĕсем çынсен сывлăхĕшĕн хăрушăрах та хăрушăрах.

– Çынсем сиенлĕ йăлана ан иленччĕр тесен асăрхаттару ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ.

– Паллах. Асăрхаттару ĕçне мĕнпур профилактика субъекчĕсем хутшăнаççĕ. Çапах та пуринчен ытла çемьере ачасемпе çамрăксене тĕрĕс воспитани пани кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе ывăлĕ-хĕрĕсене тĕрĕс çемье хаклăхĕсене хывмалла. Ашшĕ-амăшĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнать-тĕк, ачасем те мĕн пĕчĕкрен çакна пуçа хывса ÿсеççĕ.

Ачасемпе çамрăксене кирлĕ чухне «çук» теме вĕрентни те пĕлтерĕшлĕ% вĕсем сиенлĕ япаласем сĕнекенсене хирĕçлеме пултарччăр.

– Чи малтанах мĕнле улшăнусем çамрăксем наркотиксемпе усă курнине систереççĕ?

– Сисчĕвлентерме кирлĕ пĕрремĕш паллăсем: вĕсем шкула е аслă шкула сăлтавсăрах çÿременни, килтен тăтăш тухса кайни. Çĕнĕ юлташсем тупăнаççĕ, вĕсем шанчăксăррине туятăр. Телефонпа вăрттăн шăнкăравсем килеççĕ, калаçăвĕ урăхла. Тумтирĕнчен ацетон, уксус е ытти шăршă кĕме пултарать.

Çамрăкăн кăмăлĕ тăрук улшăнать. Вăл суять, ыйтусене хуравлассинчен пăрăнать. Е тата хусканăвĕсем тÿрккес% ăна силлентерет е тÿрĕ çĕртех такăнать. Ашшĕ-амăшне ывăлĕ-хĕрĕ апат çименни, хытканланни е тăрук апат нумай çиме тытăнни те шухăша ямалла.

Çамрăк тĕрлĕ сăлтавпа укçа тăтăш ыйтни, интернет-сайтсенче наркотиксемпе психотроплă япаласем пирки информаципе кăсăкланни те хăрушлăх пуррине кăтартаççĕ.

Çын наркотикпе минренине иккĕленÿсĕр çирĕплетекен паллăсем% эмелсемпе шприцсем тупни; ÿчĕ çинче йĕпленĕ вырăнсем, кăваксем пурри, вăрах тата тĕлли-паллисĕр калаçни, куçĕсем хĕрелни, сарăлнă е пĕрĕннĕ куç шăрçисем.

– Сиенлĕ йăла витĕмне кĕрсе ÿкнĕ çынна мĕнле пулăшмалла?

– Квалификациллĕ медицина пулăшăвне психиатр-нарколог кăна пама пултарать. Анчах чирлĕ çын е унăн тăванĕсем, хăрушлăх шайне ăнланмасăр, врач патне вăхăтра килмеççĕ, çавна май чир аталансах пырать. Малтанхи тапхăрта сипленсен сиенлĕ йăларан уйрăлас шанăç чылай пысăкрах. Республикăри наркологи диспансерĕнче, акă, пациента тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, кăтартусем тăрăх амбулатори е стационар мелĕпе медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ. Сиплевĕн мĕнпур тĕсĕ анонимлă.

Ирина ЯКОВЛЕВА çырса илнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика