Йод çитмесен чир аталанать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:36 Просмотров: 285

Йод – этем организмне питĕ кирлĕ. Ахальтен мар çулсерен çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери щит евĕрлĕ парăн кунне паллă тăваççĕ. Хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсене республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн врач-эндокринологне Юлия Сергеевна Матижевăна хуравлама ыйтрăмăр.

– Юлия Сергеевна, мĕншĕн этем организмĕшĕн йод пĕлтерĕшлĕ?

– Йод – кирлĕ микроэлемент, вăл организма йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшать. Шел пулин те, çак микроэлемента организм хăй тĕллĕн йĕркелеймест. Вăл тăпрара та, тинĕс шывĕнче (йодид евĕрлĕ) те пур. Анчах та йод тăпрара сахалрах, çавна май ÿсентăран çак микроэлемента çителĕклĕ илеймест. Чăваш Республики йод сахал регионсен шутне кĕрет. Харпăр хăй хуçалăхĕнчи продуктсене çиекенсем йод çитменнипе уйрăмах аптăраççĕ. Çапла майпа апат-çимĕç урлă йод организма сахал лекет, шывра та вăл çителĕксĕр.

– Çак микроэлемент этеме талăкра мĕн чухлĕ кирлĕ?

– Сывă çыннăн организмĕнче йод 15–20 мг пур, 70–80 проценчĕ щит евĕрлĕ парта (щитовидная железа) пухăнать. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ тĕрлĕ ÿсĕмрисене йод мĕн чухлĕ кирлине палăртнă% 5 çулчченхи ачасене талăкне 90 мкг, 5 çултан тытăнса 12 çулчченхисене – 120 мкг, 12 çултан иртнĕ ачасене тата çитĕннисене – 150 мкг, çире пур тата кăкăр çитерекен амăшĕсене – 250 мкг.

– Йод çитменни мĕнле палăрать?

– Йод щит евĕрлĕ парăн гормонĕсене йĕркелеме пулăшать. Гормонсем организма вăй-хăват параççĕ, ăс-тăна çивĕчлетеççĕ.

Организма йод çитмесен çын сÿрĕк, ыйхăллă, ăс-хакăлĕпе иммунитечĕ хавшать, час-часах чирлет.

Йод çитменни хăрарăмсен мĕнле палăрать-ха? Вăй-хал çук, мăран, час манăçăнать, чĕрне хуçăлать, ÿт-тир типĕ, çÿç тăкăнать, чĕре ĕçĕн ритмĕ пăсăлать, гемоглобин пĕчĕк, менструаци тапхăрĕ улшăнать, климакс хăвăрт çитет, ача пулмасть.

Йод çитменнипе аптăракан арçынсем сахалрах. Çакăн пек лару-тăрăва лексессĕн этемлĕхĕн вăйлă çуррин ар хевти чакать. Организмра йод сахалрах чухне ачасем ялан макăраççĕ, япăх çиеççĕ, часах чирлеççĕ, гемоглобинĕ пĕчĕк, аппетичĕ çук.

Нумай вăхăт йод çитмесен щит евĕрлĕ парăн чирĕсем аталанаççĕ. Çак микроэлемент сахал пулни çире пур хĕрарăмсемшĕн уйрăмах хăрушă. Хырăм ÿкесси ÿсет. Ача кĕтекенĕн те, пулас пепкен те щит евĕрлĕ парĕсем сиенленеççĕ. Çуралнă ачан ăс-тăнĕ хытах хавшать.

– Щит евĕрлĕ парпа çыхăннă кăлтăксене тупса палăртас тесен мĕнле тĕпчевсем тумалла?

– Диагноз лартиччен эндокринолог хушнипе юна тĕрĕслемелле, щит евĕрлĕ парсене УЗИ тумалла. Çавăн пекех эндокринолог мăя тытса пăхать. Пысăк тĕвĕсене асăрхасан биопси тума ярать.

– Чирсене мĕнле сирмелле?

– Профилактика çинчен манмалла мар. Йод хушнă минерал шывĕ ĕçмелле, тинĕс купăстине, треска пĕверне, тинĕс продукчĕсене çимелле.

Укçа-тенкĕ перекетлес тесен – апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне йод пур тăварпа усă курмалла. Йод пуррине тăвар чĕркемĕнче кăтартаççĕ. Раççейшĕн çакăн пек ГОСТсем пĕлтерĕшлĕ% 13830-91 тата Р 51575-2000. Йодат калиллĕ тăвара туянсан лайăх, вăл 9–12 уйăхчен пăсланмасăр упранать. Пахалăхĕ чакмасть.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика