Вăрнар химикĕсем – 1-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:36 Просмотров: 315

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ĕç çыннисене пĕрлештерекен, аталантаракан политикăна çирĕп тытса пырать, ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет, предприяти тулашĕнчи вĕрентÿ-конкурс-ăмăртусене хутшăнма май туса парать.

Уйрăмах «Август» Фирмăн филиалĕн çамрăкĕсем хастар. Вĕсем производствăра та кăтартуллă тимлеççĕ, канăва та тĕрĕс те усăллă йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче, акă, вĕсем Атăл леш енчи «Прометей» кану базинче иртнĕ ĕçлекен çамрăксен республикăри слетĕнче чаплă çĕнтерÿпе палăрнă. Çакăн çинчен Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн «ВКонтакте» сетьри страницăра çырнă. Унта республикăри ултă районти предприяти-организацисен вунултă команди хутшăннă.

Вăрнарăн çамрăк химикĕсем капитансен тата пултарулăх конкурсĕсенче 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Пляж волейболĕнче иккĕмĕш, чăрмавсене çĕнтерсе дистанцие тухассинче виççĕмĕш результатсем кăтартнă. Пĕтĕмĕшле зачетра «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн çамрăкĕсем 1-мĕш вырăн йышăннă.

Командăра – Эдуард Гаврилов (çамрăксен канашĕн председателĕ), Людмила Петрова, Татьяна Юдина, пĕртăван Алексей тата Дмитрий Матвеевсем, Сергей Александров.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика