ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Апачĕ тутлă та, нумай юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019 15:37 Просмотров: 66

Тĕрĕс мар апатланни рак чирĕсене пуçарма пулăшать. Рацион мĕнле пулмалли çинчен медицина профилактикин, сиплев физкультурин, спорт медицинин республикăри центрĕн врачне Лариса Агеевăна каласа пама ыйтрăмăр.

– Мĕнле апат-çимĕçе пула усал шыçăсем аталанма пултараççĕ?

– Ăшаланă, тĕтĕмленĕ чух аш-пăшра канцерогенсем аталанаççĕ. Кăлпасси изделийĕсенчи нитратсемпе консервантсем вар-хырăм ракĕ пуçланас хăрушлăха 40 процент ÿстереççĕ.

Тăвар рационта кашни кун пур. Хăшпĕр çынсем тата апата тутанса пăхмасăрах тăвар сапма юратаççĕ. Çак продукт рационта виçесĕр пулни этем организмне япăх витĕм кÿрет.

Çĕрулмирен хатĕрленĕ чипсă уйрăмах ачасемшĕн сиенлĕ продукт шутланать. Çимĕçе 12 çула çитменнисен çиме юрамасть.

Алкогольлĕ шĕвексем ĕçни те ракпа чирлеттерет. Усал шыçăпа асапланакансенчен нумайăшĕ иртнĕ пурнăçра «симĕс çĕлен» тыткăнне лекнĕ. Сăра ĕçни те ыр тумасть. Уй-хирте, пахчара, анкартире агрохими ĕçĕсене анлăн ирттернĕрен пахчаçимĕçре, улма-çырлара нитратсем нумайланаççĕ, вĕсем организмра нитрита куçаççĕ.

Сигарета нумайăшĕ кашни кун туртать. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх, арçынсен 80–90 проценчĕ, хĕрарăмсен 70 проценчĕ ÿпкен усал шыççипе чирлет. Хаяр шĕвеке кашни кун 120 грамм е ытларах ĕçсен апат пырĕн ракĕпе чирлесси 101 хут ÿсет.

– Сиенлĕ шыçăсем кăларакан япаласемпе кĕрешекен продуктсем пур-и? Вĕсем пирки каласа кăтартăр-ха.

– Усал шыçăпа кĕрешекен япаласем пахчаçимĕçре, улма-çырлара, ешĕл курăк-çеçкере пур. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ кашни кун пахча-çимĕçпе улма-çырлана 400 грамм – сăмахран, пĕр хăяр, пĕр помидор, пĕр панулми, пĕр банан, 2 пысăк абрикос, пĕр апельсин, çур грейпфрут, пĕр кишĕр тата темиçе çĕр çырли – çиме сĕнет.

Кавăн, петрушка, шпинат, укроп, шăлан çырли, хĕрлĕ пăрăç, симĕс сухан, спаржа (çумăр курăкĕ), персик В каротинпа пуян. Помидорти ликопин вар-хырăм, ÿпке, простата ракĕ аталанас хăрушлăха сирет.

Кресс-салат, петрушка, сельдерей, укроп, шпинат, тинĕс продукчĕсем ÿпке, çăвар, апат пырĕн, сĕт парĕсен, шăк хăмпин, хулăн пыршăн ракĕпе чирлесрен пулăшаççĕ.

Ыхрапа сухана çини те питĕ усăллă. Вĕсенче усал шыçăпа кĕрешекен органика пĕрлешĕвĕсем пур.

Улма-çырла, пахча-çимĕç иммунитета çирĕплетеççĕ. Тинĕс продукчĕсенче йод пур.

Шыв çителĕклĕ ĕçни организма токсинран – наркăмăшлă япаларан – тасатать. Кашни кун 1,5–2 литртан кая мар шыв ĕçмелле.

– Сывлăхшăн тăрăшакансене мĕнле сĕнÿ-канаш паратăр?

– Кунне пĕр апат кашăкĕ оливка çăвĕ çимелле. Выльăх çăвĕ рационта сахалрах пултăр. Асра тытăр% çăва продуктсене тирпейленĕ хыççăн ярсан лайăхрах.

Мăйăра хуппипе кăна туянăр. Тасатнă хĕвелçаврăнăша ан çийĕр. Уйрăмах нумай упранине. Витĕр курăнман, хытă савăтсене янă çăва кăна туянăр.

Аш-пăш сахалрах çийĕр. Ăна вăхăтăн-вăхăтăн пулăпа, çăмартапа (эрнере виçĕ хутчен ытла мар), çу шайĕ сахал сĕт продукчĕсемпе, ÿсен-тăран белокĕсемпе (сăмахран, пăрçа йышшисемпе – пăрçапа, фасольпе) ылмаштарăр.

Организма канцерогенсем лекесрен кăмрăк çинче ăшаланă, тĕтĕмленĕ аш-пăш, пулă тата кăлпассипе сосиска ан çийĕр.

Тăвара апата сахалрах ярăр.

Усал шыçăсем, тĕпрен илсен, глюкозăна пула хăватлăланаççĕ. Çавăнпа та рационта кондитер изделийĕсем, чи паха сортлă çăнăхран пĕçернĕ çимĕçсем сахал е вуçех пулмалла мар.

Продуктсене пăс çинче пĕçерĕр, шыв сахал ярса вăйсăр çулăм çинче пăшăхлăр. Çунăк çимĕçсене ан çийĕр.

Авăртман тырăран хатĕрленĕ кĕрпе туянăр. Çăкăр-булка таврашĕ апат-çимĕç сÿсĕсемпе (пищевые волокна) пуян пултăр. Пахча-çимĕçе хуппинчен ан сĕвĕр, щеткăпа лайăх тасатăр.

Çăлкуç шывĕпе усă курăр, шыва тăрăлма лартăр е урăхла майпа тасатăр. Ытларах чухне улма-çырларан е имлĕ курăкран вĕретнĕ шыва ĕçме тăрăшăр. Газлă шывра тĕрлĕ хутăшсем пур, çавăнпа та ăна ĕçме ан тăрăшăр.

Хырăм выçнине туйсан кăна апат çийĕр.

Юлашкинчен çакна калас килет. Ракран, ытти чир-чĕртен хÿтĕленмелли чи паха мел çук. Специалистсен сĕннине шута илсен те шыçă аптратма пултарать. Апла пулин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, тĕрĕс апатланни, кăмăл-туйăм çĕкле-нÿллĕ пулни, медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухни кун-çула вăрăмлатма пулăшĕ.    

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ