ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пуçлăхсем тĕслĕх кăтартаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019 15:38 Просмотров: 40

Ырă тĕслĕхĕн пархатарĕ пысăк. Уйрăмах сывă пурнăç йĕркине халăхра анлăрах сарас ĕçре.

Çакна шута илсех ĕнтĕ тĕрлĕ шайри влаç представителĕсем ĕçлĕ костюмĕсене спорт тумĕпе улăштарса тĕрлĕ ăмăртусенче пиçĕхеççĕ, ыттисене те хăйсен ретне тăма йыхравлаççĕ.

Патăрьел районĕнче иртнĕ муниципаллă пĕрлĕхĕн пуçлăхĕн тата муниципаллă служащисен кунне вăрнарсем те хастар хутшăннă.

Программа яланхиллех пуян пулнă. Унта спорт тата культура мероприятийĕсем пĕрлешнĕ. Вăрнар районĕн муниципаллă ĕçченĕсем кашни тĕсрех маттур пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ытти çулсенчи пекех утă çулассинче тупăшнă. Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев хальхинче те «Пăхаттир пуçлăх» конкурсра вăй виçнĕ. Унăн хапха урлă кире пуканне ывăтма, 50 кг хăйăр тултарнă михĕпе кукленÿсем тума, тиенĕ лава вăхăтпа куçарма тивнĕ.

Хутăш эстафетăра район командине Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Петров (ишесси), район администрацийĕн информатизаци секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Анисимова (кросс) тата Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков (велосипед) пĕрлешнĕ.

Çавăн пекех район команди волейбол, мини-футбол вăййисенче те хастар пулнă. Волейболра Малти Ишек тата Хирпуç ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Игорь Ивановпа Юрий Прокопьев виççĕмĕш вырăн йышăннă, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн дипломне тата медальсене тивĕçнĕ.

Муниципаллă служащисем хăйсен вăйĕпе пултарулăх концертне те йĕркеленĕ. Пирĕн районтан унта Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн илемлĕ пултарулăх ертÿçи Денис Яковлев хăй çырнă юррисемпе савăнтарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ