Тĕрĕслеме тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:39 Просмотров: 242

Коммуналлă тивĕçтерÿсене тÿрĕ кăмăлпа, вăхăтра тÿлекен çыннăн та квитанцисенче кĕтмен çĕртен парăм тупăнма пултарать.

Унсăр пуçне, тепĕр чухне граждансене тÿлевсен пĕтĕмĕшле сумми те тĕрĕс мар пек туйăнать. Çакăн пек иккĕленÿсем çуралсан тивĕçтерÿсене кÿрекен (ТСЖ, управляющи компани) патне лару-тăрăва ăнлантарма ыйтса çырмалла.

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Правилăсемпе килĕшÿллĕн, коммуналлă тивĕçтерÿсене кÿрекенĕн потребитель ыйтнипе тÿлевсен, парăмсен е ытлашши тÿленин, штрафсемпе пенисен тĕрĕслĕхне тĕрĕслеме тивĕçлĕ. Потребителе паракан документсене ертÿçĕн алă пусмалла тата пичетпе çирĕплетмелле.

Коммуналлă тивĕçтерÿсен тÿлевĕн тĕрĕслĕхĕпе çыхăннă тавлашусене çурт-йĕр законодательстви йĕркелет. Ку ыйтусем патшалăх çурт-йĕр асăрхавĕн вырăнти органĕн компетенцине кĕреççĕ.

Çавăнпа та, коммуналлă тивĕçтерÿсене кÿрекен сирĕн ыйтăва пăхса тухман е пурнăçлама хирĕçленĕ пулсан, Чăваш енри Патшалăх çурт-йĕр инспекцине (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 16-мĕш çурт) е суд органĕсене заявленипе тухмалла.

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика