Паха тĕслĕхрен вĕренмелли нумай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2019, 15:40 Просмотров: 245

Çĕнĕлĕх хăратать, анчах малалла талпăнма хавхалантарать. Çакна «Санары» агрофирма ĕçченĕсем уйрăмах аван пĕлеççĕ.

Вунă çул каялла вĕсем районта пуçласа ресурссене перекетлекен технологие алла илчĕç – пĕрчĕллĕ культурăсене хура çĕре сухаламасăр акма тытăнчĕç. Паллах, ку çĕнĕлĕхе нумайăшĕ йышăнасшăнах пулман, ун тухăçлăхне ĕненмен.

«Санары» агрофирмăра тăрăшакансем вара нульлĕ технологи ял хуçалăх культурисене туса илес ĕçре çав тери ăнăçлине çулран-çул çирĕплетсе пычĕç, япăхрах çĕр лаптăкĕсем пулнă вырăнсенче те паха тухăç илме пуçларĕç.

Халĕ çĕре ку системăпа «Санары» туллин ĕçлеттерет. Тырпулăн гектартан илекен вăтам тухăçĕ те пысăк, пĕлтĕр 37,5 центнерпа танлашнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ку хуçалăх опычĕпе юлашки çулсенче ытти çĕр ĕçченĕсем те анлă усă курма пуçларĕç. Агрофирмăра тĕрлĕ семинарсем ирттересси те йăлана кĕнĕ.

Ытларикун кунта, акă, Чăваш енри «Агро-Инновацисем» предприяти пуçарнипе республика семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта хамăр тăрăхри çеç мар, ытти районсенчи хуçалăхсен ертÿçисем те килсе çитрĕç. Çĕр ĕçченĕсене Чăваш ен ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Денис Паспеков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Санары» агрофирмăн экс-директорĕ Роберт Петров тата хальхи пуçлăх Андрей Петров саламларĕç.

Семинара килнĕ вун-вун çын хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче черечĕпе ларакан, çĕре нульлĕ технологипе ĕçлеттерекен техникăпа тата оборудованипе паллашрĕç, сеялкăсене тата ытти агрегатсене курса, характеристикисен вуласа тĕлĕнчĕç.

«Санары» уйĕсенче те хăна-ĕçтешсен курмалли-вĕренмелли чылай пулчĕ. Халĕ тасалăхпа, лайăх аталаннипе илĕртекен уйсем унччен çумкурăк айĕнче, пулăхлă сийĕ начар пулнине ĕненме те йывăр. Пиçеслĕх тапхăрĕнчи культурăсем çилпе выляннипе, пĕртикĕслĕхпе тыткăнланипе нумайччен киленме пулать.

Хуçалăх ертÿçи Андрей Петров çитсе курнă уйсенчи кашни культура, сортăн уйрăмлăхĕсем, вĕсене акас мелсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Семинарăн теори пайĕ Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче иртрĕ. Унччен çĕр ĕçченĕсем хими предприятийĕн цехĕсенче пулса курчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика