Тăван ен – пĕртен-пĕрре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:43 Просмотров: 387

Çуралнă тăрăх, тăван ен... Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнсан та кашни çыннах пурпĕр хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕсĕр тунсăхлать. Ял уявĕсем ирттерни вара ентешсене, тăван-пĕтене пĕр чăмăра пухма пулăшать.

– Аякра, çичĕ ютра тымар ярсан та тăван ен асрах. Çуралнă тăрăхран хакли мĕн пултăр?! Ахальтен мар ĕнтĕ ял уявне халăх йышлăн пухăнчĕ. Санарпуçсемпе çĕньял-хапăссем праçнике чаплăн ирттерчĕç, – хыпарларĕ Санарпуç ял старости Антонина Филимонова. – Ентешĕмсемпе калаçрăм та вĕсем ял кунне çав тери çунатланса килнине пĕлтерчĕç.

Антонина Яковлевна Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ, çемье çавăрсан Санарпуç ялĕнче тĕпленнĕ. Вăл тăван тăрăха хăтлăх кĕртме, обществăлла ĕçсене ирттерме хастар хутшăнать. Ахальтен мар ăна старостăна суйланă. Антонина Филимонова Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Белов пирки ырă сăмахсем каларĕ. Ертÿçĕ çамрăк пулин те çаврăнăçуллă, пултаруллă тата сăпайлă. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Виталий Анатольевич ял уявне çÿллĕ шайра йĕркелессишĕн нумай тăрăшнă. Санарпуç ял старости район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева та ырларĕ. Район шайĕнче иртекен мероприяти пулмасан та Леонид Григорьевич санарпуçсемпе çĕньял-хапăссене ял кунĕпе саламлама килнĕ.

Санарпуçпа Çĕньял Хапăса уйăрма çук. Пĕр пысăк ял тейĕн. Праçнике те пĕрле ирттернĕ. Ял уявĕн программи анлă пулнă.

Ку тăрăхсенче пурăнакансем правур, маттур% техĕмлĕ апат-çимĕç сĕтелĕсем хатĕрленĕ, ал ăстисен тĕлĕнмелле куравне йĕркеленĕ. Ырă ят çĕнсе илнисем – Лариса Никандрова, Антонина Филимонова, Людмила Трофимова, Алевтина Киселева, Ольга Плешкова, Майя Михайлова, Елена Игнатьева, Светлана Антонова, Анна Платонова, Валерий Ильин, Светлана Ильина, Татьяна Михайлова, Инна Гусева, Надежда Киселева, Екатерина Никитина, Раиса Капралова тата ыттисем.

– Эпĕ уява çĕрулми икерчи пĕçерсе тухрăм, – пĕлтерчĕ Анна Платонова. – Ял кунĕ туслăха çирĕплетме, чăваш йăли-йĕркисене упрама пулăшать.

Шкул ачисем те пĕлтерĕшлĕ мероприятирен пăрăнса юлман. Сăмахран, Санарпуçĕнчи пĕлÿ çуртĕнче ăс пухакан Екатерина Иванова хăй пĕçернĕ кукăлĕсемпе уяв сĕтелне пуянлатнă.

Праçнике килнисем тутлă апат-çимĕçе тутанса пăхнă, ал ăстисен куравĕпе хаваспах паллашнă. Ентешĕсене Çĕньял Хапăсри Валерий Ильинăн йывăçран касса кăларнă эрешĕсем, Санарпуçĕнчи Майя Михайлован вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ тĕррисем хытах тыткăнланă.

Ача-пăча валли тÿлевсĕр аттракцион ĕçленĕ. Шăпăрлансем батут çинче сикнĕ, чуччу-карусельпе ярăнса савăннă. Ял кунĕнче спорт ăмăртăвĕсем те иртнĕ. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕ, районти ветерансен хорĕ, Чăваш енри эстрада çăлтăрĕсем юрă-кĕвĕ шăрантарса савăк кăмăл парнеленĕ.

Виталий Белов праçнике пахалăхлă ирттерме тăрăшнă хастарсене, конкурс-ăмăртусен çĕнтерÿçисене тата спонсорсене Санарпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн Тавĕпе чысланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика