Ĕçлемелли пур-ха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:45 Просмотров: 297

Йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕрки ытти çĕнĕлĕх пекех халăхра тĕрлĕ ыйту çуратрĕ.

Нумайăшĕ çÿп-çапа вăхăтра илсе тухманнипе, контейнер площадкисем çуккипе е сахаллипе, квитанцисенче çын шутне тĕрĕс мар палăртнипе кăмăлсăрланать. Çавăнпах пулĕ ку ыйту пухусенче те çивĕччĕн çĕкленет.

Хальхи вăхăтра районта çÿп-çап пухмалли 194 вырăн йĕркеленĕ, 215 контейнер вырнаçтарнă. Тата 83 контейнер площадки туса хумалла. Ку енĕпе те çитменлĕхсем пур – хăшпĕр вырăна контейнерсене тĕксе кăларма меллĕ йĕркелемен, çакă çÿп-çапа тиесе тухнă чухне йывăрлăх кÿрет.

Вăрнар поселокне, паллах, çĕнĕ йĕрке çине куçма çăмăлрах пулчĕ. Мĕншĕн тесен контейнерлă тытăм кунта унччен те ĕçленĕ. Çавна май вĕсен опыта пайламалли те пур. Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле поселокра çÿп-çапа илсе тухассине епле йĕркеленипе паллашнă. Унта «Эко-Центр» МВК представителĕсем те хутшăннă, контейнер площадкисене тĕрĕс çĕклемеллине ăнлантарнă.

– Çÿп-çапа кашни ялтанах тиесе тухатпăр, анчах та çакăншăн тÿлес тĕлĕшпе лару-тăру начар-ха. Ял поселенийĕсем хывнă тÿлев 38 процентпа кăна танлашать. Чи начарри Пăртас, Кульцав, Шĕнер Ишек, Малти Ишек тата Мăн Явăш тăрăхĕсенче% кунта йăлари хытă каяшсемшĕн халăхăн 16–22 проценчĕ кăна укçа хывнă. Ырă тĕслĕх кăтартакансем – Уйкас Кипек, Çавалкас тата Аçăмçырми тăрăхĕсенче пурăнакансем. Вĕсенче тÿлевĕн кăтартăвĕ 50 процентран пысăкрах. Пирĕн ку енĕпе ĕçлемелли пур-ха, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Тÿлевпе çыхăннăран йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕркине сивлекенсем те пур. Анчах манас марччĕ – ăна çутçанталăка чыссăрла вараласран сыхлас, вăрман-посадкăсене, çырмасемпе пĕвесене çÿп-çапран çăлас тĕллевпе йышăннă. Таса сывлăшпа сывлани – çирĕп сывлăх никĕсĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика