Предпринимательлĕхе аталантарма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:47 Просмотров: 292

Раççей шайĕнчи пуçарусем – «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата предпринимательлĕх пуçарăвĕсене пулăшасси», «,ç тухăçлăхĕ тата ĕçпе тивĕçтереслĕхе пулăшасси» наци проекчĕсем – пĕтĕмĕшле çĕршывăн тата уйрăммăн регионсен экономикине çĕклес тĕллевлĕ.

Вĕсен тивлечĕпе республикăра та анлă ĕç пурнăçланать. Малтанхи ÿсĕмсем те пур.

Чăваш енри Экономика министерствин информацийĕ тăрăх, сăмахран, «Манăн бизнес» центр туса хурассипе ĕç малалла пырать. Вăл пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшакан мĕнпур инфраструктура объекчĕсене пĕрлештерĕ. Урăхла каласан, вĕсен патшалăх пулăшăвĕн тата тивĕçтерĕвĕсен пур тĕсне те пĕрлĕхлĕ вырăнта илме май пулĕ. Çав шутра – ăнлантару-вĕрентÿсем, бизнес-план çырасси, укçа-тенкĕ пулăшăвне тивĕçесси тата ытти пирки. Кунсăр пуçне Чăваш Республики ĕç тухăçлăхне ÿстерес енĕпе те наци проекчĕн пурнăçлавне пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывать.

Унта пилотлă майпа хутшăнма 13 предприятие суйланă. Ку йыша «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ те кĕнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика